Республика парăма татма пулăшĕ

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта туса кăларакан продукципе, çĕнĕ технологисемпе кăсăкланчĕ.

Предприятие Шупашкарта пурăнакансем кăна мар, ял çыннисем те лайăх пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен пĕрлешÿре пин-пин чăваш вăй хунă. Унта çывăхри районсенчен куллен ĕçе çÿренĕ. Ăна хăпартма ял çыннисем хастар хутшăннă. Завод тума 1938 çулта пуçланă, ăна 1941 çулхи юпа уйăхĕнче уçнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тĕрлĕ бомба-снаряд, çăра тĕтĕм кăларакан шашка туса кăларнă. 1953 çултанпа япала çумалли машина хатĕрленĕ. 52 çул каялла фейерверк производствине йĕркеленĕ. 2009 çулта федерацин патшалăх унитари предприятийĕнчен акционерсен уçă обществине туса хунă.

- 2010-2012 çулсенче производство калăпăшне 15 процент таран ÿстертĕмĕр, - терĕ обществăн генеральнăй директорĕ Михаил Резников. - Çĕнĕ технологисемпе усă курнăран ĕç тухăçлăхне пысăклатма май килчĕ. Çакăнпа пĕрлех шалăва ÿстертĕмĕр. Пĕлтĕрхи кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 17400 тенкĕпе танлашрĕ. 2015 çул тĕлне продукци калăпăшне 30 процент пысăклатма тĕллев лартрăмăр.

Республика Пуçлăхĕ ларусен залĕнче предприяти коллективĕпе тĕл пулчĕ. Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи çул-йĕрне пĕтĕмлетрĕ. Экономикăпа социаллă пурнăçри ырă туртăмсене, ырă ĕçсене палăртрĕ. Çынсен пысăкрах пайне çемье хыснине пырса кĕрекен тупăш шайĕ пăшăрхантарнине пытармарĕ. 2012 çулта Чăваш Енри организацисенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 17500 тенкĕ пулнă. Электропромышленноçра тăрăшакансен вăл 28 пин тенке капашать.

- Хальхи вăхăтра чылайăшĕ аслă пĕлÿ илет, - терĕ Михаил Игнатьев. - Темиçе дипломпа мăнаçланакансем те пур. Пĕр енчен, вĕренме тăрăшакан çамрăксене ырлатăп çеç. Тепĕр енчен, ĕç рынокĕнче вĕсене мĕнлерех специальноçпа хапăл туса кĕтсе илнине шута илме чĕнсе калатăп. Паян предприятисене ытларах рабочисем кирлĕ.

Республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинетĕнче общество хатĕрленĕ инвестици проектне пăхса тухнине, ăна пурнăçа кĕртме банкран илекен кредит проценчĕн пĕр пайне Чăваш Ен саплаштарма килĕшнине пĕлтерчĕ. Предприяти ертÿçине республика хăйĕн тивĕçне пурнăçлассине ĕнентерекен 2 миллион тенкĕлĕх сертификат пачĕ. (Ю.Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 января 2013
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter