Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Следстви комитетне туса хунăранпа икĕ çул çитнине паллă тума йĕркеленĕ пухăва хутшăннă

Пирĕн ĕçе хакламалли критери пĕрре: мĕн пур преступление уçса пани тата айăплисем тивĕçлипе явап тытни, - çапла пĕтĕмлетнĕ РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов хăй ертсе пыракан тытăм тĕллевне ĕнер Следстви комитетне туса хунăранпа икĕ çул çитнине паллă тума йĕркеленĕ пухура. Хайхи критерие тĕпе хурас тăк - следстви тытăмĕн ĕçĕ чăннипех курăмлă. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Александр Петрович следстви управленийĕн следователĕсем пĕлтĕр судсене виçĕм çулхинчен 10% ытларах уголовлă ĕçсем ярса панине палăртнă. Вĕсене тĕпчекен йыш вара хушăнман, эппин, следовательсем çине тăрарах, тăрăшарах ĕçленĕ. Çав шутра - коррупци тĕслĕхĕсемпе. Унччен пулнă преступленисене уçса парас енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕлтĕр маларах уçса парайман 50 ытла преступленишĕн айăплисене тупса палăртма май килнĕ. Çав шутра саккуна пăснă хыççăн 15 çултан шыраса тупнă çынсем те пур. Каварлашнă ушкăнсем тунă преступленисене тăрă шыв çине кăларас енĕпе те кăтартусем курăмлă. Иртнĕ çул çавнашкал ушкăнсен 22 членĕпе çыхăннă 6 уголовлă ĕçе суда панă. Следовательсем ăнăçлă ĕçленине тĕпе хурса ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăй кăмăллине пытарман. Чăваш Енри экономика, обществăпа политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллине палăртнипе пĕрлех вăл следстви тытăмĕ валли ĕç çителĕкли çинчен те каланă: «Çынсем ĕçкĕпе иртĕхни пăшăрхантарать. ЖКХра йĕрке тумалла. Ĕçсĕрлĕх чакрĕ, предприятисем сĕнекен ĕç вырăнĕсем ĕçсĕррисен шутĕнчен 2,5-3 хут пысăкрах, анчах хăшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлесшĕн мар, çавна май вĕсем правăна пăсасси те часах. Саккуна пăсакансене тивĕçлипе явап тыттармалла - преступник яваплăхран хăраса тăтăр». Пухăннисене саламланă май вăл пурне те саккунпа килĕшӳллĕн тата совеçе тĕпе хурса ĕçлеме суннă. Яланхиллех, ĕçре палăрнисене наградăсем парса чысланă. Наградăланисен шутĕнче - управлени пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ Анатолий Митин, Андрей Беспалов следователь-криминалист, Шупашкарти следстви пайĕн ертÿçи Константин Кандасов, Андрей Пузырев, Денис Данилов следовательсем, ыттисем те. (Н.Коновалов) 

Тĕплĕнрех



17 января 2013
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter