Муркаш районĕ: «Юнга» хоккей клубĕ Сочие çитесшĕн

Хоккей вăййи пирĕн районта та вăй илсе пырать. Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Калмăкри, Сыпайĕнчи тата Юнкăри пăр курупкисем ачасемпе çамрăксене кăна мар, аслисене те илĕртеççĕ.

Хĕрĕхрен иртнĕ хоккейла выляма юратакан ветерансем уйрăмах хастар. Вĕсен тĕллевĕсем те пысăк – тен Сочи хулине те çитĕç. Унта кăçал çуркунне хоккейла выляма юратакансен Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш хоккей фестивальне ирттерме палăртнă.

Район администрацийĕн спортпа туризм секторĕн ертÿçи Владимир ПЕТРОВ:

– Пĕлтĕр çулла, июлĕн 20-мĕшĕнче, В. Путин президент Раççейри хоккейла выляма юратакансен лигине Çĕрлехи хоккей лиги (Ночная Хоккейная Лига – НХЛ) туса хума йышăну тунăччĕ. Çак йышăнăвăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк – хоккейла выляма юратакансен юхăмĕ тĕнче шайĕ таранах тухма пултарать.

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шыври Çĕрлехи хоккей лиги Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш хоккей фестивальне ирттерме хатĕрленет. Унта профессионалсем мар, хоккейла выляма юратакансен командисем хутшăнаççĕ. 40-рен иртнĕ арçынсем Сочи хулинче кăçал майăн 1– 8-мĕшĕсенче вăй виçĕç.

Пирĕн республикăра та çак фестивале хутшăнас кăмăллисем пур. Халĕ шăпах иккĕмĕш фестивалĕн суйлав тапхăрĕ пырать. Чăваш Енри командăсем хушшинче мала тухассишĕн Шупашкар хулинчи «Вест-Лайнер» тата «Тус» хоккей клубĕсем, Улатăр хулинчи «Алатырь» хоккей клубĕ, Канаш районĕнчи «Локо», Патăрьел районĕнчи «Олимп» тата пирĕн районти «Юнга» хоккей клубĕ вăйăсене хутшăнаççĕ.

Çитес шăмат кун, январĕн 19-мĕшĕнче, кăнтăрла Муркашри хоккей курупкин пăрĕ çинче «Юнга» тата Шупашкарти «Вест-Лайнер» тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та пурне те çак ответлă вăйăра пирĕн хоккей клубне хавхалантарма пыма чĕнсе калатăп.



17 января 2013
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter