Патăрьел районĕ: грипран хÿтĕленĕр

Пĕр хĕл те пулин грипсăр иртесчĕ! Çук, нумайăшне вăл кашни çулах ураран ÿкерет. Эппин, вăхăт тĕрĕс-ленĕ мелсем-рецептсем çак кунсенче ал айĕнчех пулччăр. Паллă ĕнтĕ, суханпа ыхран эфир çăвĕсем чир пуçаракан нумай микроба пĕтерме пултараççĕ. Грипп вирусĕ пирки те çакнах каламалла. Чиртен сыхланас тĕллевпе сухан е ыхра сĕткенне шывпа хутăштармалла (1:1 виçепе илмелле), кунне 2-3 хут сăмсана тумлатмалла.

Грипăн пĕрремĕш паллисене асăрхасанах хура хурлăханăн типĕтнĕ çулçипе тураттине вĕтетмелле, 4 стакан вĕри шывпа хутăштармалла, 5 минут вĕретмелле, 4 сехетлĕхе термоса ямалла. Çĕрле çывăрма выртас умĕн 2 стакан ĕçмелле, пыл хушма юрать, лайăх витĕнсе çывăрмалла. Юлнă 2 стакан шĕвеке тепĕр кунне ĕçмелле.

Эвкалиптăн эфир çăвне хĕвел çаврăнăш çăвĕпе хутăштармалла (1:50 виçепе илмелле). Грипп анлă сарăлнă вăхăтра килтен тухнă чухне çак хутăшпа сăмса шăтăкĕсене сăтăрмалла.

Шăнса чирлесен тата грипп чухне 1-2 сухана теркăпа хырмалла, вĕрекен çур литр сĕте ямалла, газа тÿрех сÿнтермелле. Савăта ăшă вырăнта 20 минут тытмалла. Çуррине çывăрма выртас умĕн вĕрилле ĕçмелле, юлнă сĕте вĕрилентерсе – ирхине. Çакăн пек сипленсен чир вăраха каймĕ.

Тимлĕр: грипăн тĕп паллисем:

сып-сывă çын кĕтмен çĕртен чирлет;

пуç хытă ыратать (тăнлав, çамка тĕлĕнче вăйлăрах палăрать), вăй пĕтет, мышцăсем, сыпăсем канăçсăрлантараççĕ, шăнтать, температура ÿсет (38-40 градус таран), 3-4 кун чакмасть;

типĕ ÿслĕк аптратать, пыр ыратать – ку паллăсене 2-3-мĕш кунхине асăрхама пулать.

 



17 января 2013
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter