Саккуна ан пăс - явап тытатăн!

- Пирĕн ĕçе хакламалли критери пĕрре: мĕн пур преступление уçса пани тата айăплисем тивĕçлипе явап тытни, - çапла пĕтĕмлетрĕ РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов хăй ертсе пыракан тытăм тĕллевне ĕнер Следстви комитетне туса хунăранпа икĕ çул çитнине паллă тума йĕркеленĕ пухура.

Хайхи критерие тĕпе хурас тăк - следстви тытăмĕн ĕçĕ чăннипех курăмлă. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Александр Петрович следстви управленийĕн следователĕсем пĕлтĕр судсене виçĕм çулхинчен 10% ытларах уголовлă ĕçсем ярса панине палăртрĕ. Вĕсене тĕпчекен йыш вара хушăнман, эппин, следовательсем çине тăрарах, тăрăшарах ĕçленĕ. Çав шутра - коррупци тĕслĕхĕсемпе. 2011 çулта СУ следователĕсен производствинче çакнашкал 330 уголовлă ĕç пулнă, пĕлтĕр вара - 380. Суд умне федераци службин республикăри управленийĕн ертÿçинчен, министр çумĕнчен /«уйрăм право статусĕллĕ» текен 20 çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене судсене ярса панă/ пуçласа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем таранах тăнă.

Унччен пулнă преступленисене уçса парас енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕлтĕр маларах уçса парайман 50 ытла преступленишĕн айăплисене тупса палăртма май килнĕ. Çав шутра саккуна пăснă хыççăн 15 çултан шыраса тупнă çынсем те пур.

Каварлашнă ушкăнсем тунă преступленисене тăрă шыв çине кăларас енĕпе те кăтартусем курăмлă. Иртнĕ çул çавнашкал ушкăнсен 22 членĕпе çыхăннă 6 уголовлă ĕçе суда панă. Çавăн пекех Канаш, Çĕмĕрле, Муркаш, Куславкка, Патăрьел районĕсенче, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта «ĕçленĕ» преступниксен каварлашнă пĕрлĕхне тĕп тунă, унăн ертÿçи, Шупашкарта пурăнакан 37-ри А. тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн 210 статйин 4-мĕш пайĕпе /преступниксен иерархийĕнче чи çÿллĕ вырăн йышăнакан çын преступниксен пĕрлĕхне йĕркелени/ уголовлă ĕç пуçарнă. Çакă полиципе пĕрле чылай çул ĕçленин курăмлă кăтартăвĕ. Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев ку ĕç «историе кĕрсе юласси» пирки те каларĕ.

Следовательсем ăнăçлă ĕçленине тĕпе хурса ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хăй кăмăллине пытармарĕ. Чăваш Енри экономика, обществăпа политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллине палăртнипе пĕрлех вăл следстви тытăмĕ валли ĕç çителĕкли çинчен те каларĕ: «Çынсем ĕçкĕпе иртĕхни пăшăрхантарать. ЖКХра йĕрке тумалла. Ĕçсĕрлĕх чакрĕ, предприятисем сĕнекен ĕç вырăнĕсем ĕçсĕррисен шутĕнчен 2,5-3 хут пысăкрах, анчах хăшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула ĕçлесшĕн мар, çавна май вĕсем правăна пăсасси те часах. Саккуна пăсакансене тивĕçлипе явап тыттармалла - преступник яваплăхран хăраса тăтăр». Пухăннисене саламланă май вăл пурне те саккунпа килĕшÿллĕн тата совеçе тĕпе хурса ĕçлеме сунчĕ.

Следстви управленийĕн ĕçченĕсене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров саламларĕ. «Эсир икĕ çулта кăна-ха, анчах çак тапхăрта «пепке» сывă, патологисĕр пулнине, аталанса пынине курса ĕненме ĕлкĕртĕмĕр. Уголовлă ĕçсене тĕпчессин пахалăхне тивĕçтеретĕр. Шавлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчетĕр, вĕсем патшалăх никĕсне те, обществăна та пырса тивеççĕ. Çавăнпа та объективлă пулăр, тĕрĕс ĕçлĕр», - терĕ вăл.

Паллах, наградăсем те пулчĕç - çăмăл мар, чылай чух хăрушлăхпа тата паттăрлăхпа тÿрремĕнех çыхăннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн: медальсем, хисеплĕ ятсем, вăхăт çитмесĕрех звание ÿстерни... Наградăланисен шутĕнче - управлени пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ Анатолий Митин, Андрей Беспалов следователь-криминалист, Шупашкарти следстви пайĕн ертÿçи Константин Кандасов, Андрей Пузырев, Денис Данилов следовательсем, ыттисем. Саламлатпăр! Меллĕ самантпа усă курса следстви тытăмĕнчи спортсменсене те саламларĕç. Управленин футбол команди Атăлçи округĕнчи следстви управленийĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн пирки пĕлтерсен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕнÿ пачĕ: «Сирĕн спортсменсемпе Правительство командипе вăй виçсе пăхар пуль. Спортăн кирек хăш енĕпе те тупăшма пултаратпăр...» Пухăннисем сĕнĕве алă çупса йышăнчĕç. (Н.Коновалов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 января 2013
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter