Каçал Ен районĕ: яваплă ĕçре тăрăшаççĕ

Россия Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне туса хунăранпа ĕнер икĕ çул çитрĕ. Коллектива Р.Н.Шайхалов ертсе пырать.

Уйрăмăн йышĕ пысăках мар, пурĕ саккăрăн тăрăшаççĕ кунта. Ертÿçĕн çумĕ Р.Р.Салимзянов, аслă пулăшаканĕ Д.Ф.Тазюков, уйрăмах йывăр ĕçсене тĕпчекен В.Ю.Егоров, аслă следовательсем А.А.Шульдяков, Е.В.Кириллов, В.М.Сергиевский, следователе пулăшакан Л.Н.Иванова тата И.П.Серов водитель хăйсене шанса панă тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлаççĕ.

«Пирĕн компетенцире — РФ Уголовлă кодексĕнчи 140 ытла статьяри преступленисене тунă ĕçсене тĕпчесси: çынна вĕлерни, мăшкăллани, коррупци, ĕç законодательствине пăсни, бандитизм, терроризм тата ытти те. Çавăн пекех çул çитмен ачасене сиен кÿнĕ тĕслĕхсемпе те уголовлă ĕçсем пуçарса тĕпчетпĕр», — терĕ Руслан Небиуллович.

2012 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăма преступлени пулни çинчен пурĕ 670 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсене тĕрĕслесе уйрăм сотрудникĕсем 159 уголовлă ĕç пуçарнă, 94-шне (95 çын çине) пĕтернĕ. Преступленипе 680 пин тенкĕлĕх шар курнă, 630 пин тенкĕ ытла шыраса илсе сиен куракансене тÿленĕ.

Иртнĕ çул кунта тăрăшакансем тăватă район прокуратурин тата районсенчи шалти ĕçсен пайĕсен сотрудникĕсемпе çын вĕлернĕ 7 тĕслĕхе çутатса, уголовлă ĕçсене тĕпчесе суда янă, айăплă çынсене явап тыттарнă.

«Малашне те оперативлă шырав органĕсен ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса тимлесчĕ. Акă, ытти çулсенче «тĕттĕм» юлнă преступленисене çутатса парас тесе вĕсемпе тĕрлĕрен комплекслă оперативлă тата шырав мероприятийĕсем ирттертĕмĕр. Кăтартăвĕ те пур: чарса лартнă уголовлă ĕçсене «çутатса» айăплисене палăртрăмăр», — паллаштарчĕ малалла ертÿçĕ.

Следстви уйрăмĕн следователĕсем паянхи кун тĕрлĕ ĕç тĕпчеççĕ. Çав шутра — преступленисем тунă уйрăм право тăрăмĕллĕ (особый правовой статус) çынсем. 2012 çулта следстви комитечĕн ĕçченĕсем ун пек категориллĕ 3 уголовлă ĕç пуçарнă: пирĕн районти пĕр ял поселенийĕн депутачĕ ферма территорийĕнчен хăма вăрланă имĕш. Тепĕр ял тăрăхĕн депутачĕ çул çитмен ачапа аскăнчăк ĕçсем тунă.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви комитечĕн ĕçченĕсем граждансен Конституци панă прависене хÿтĕлессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Урăхла май та çук. «Яланах сыхă тăрасси — пирĕн тивĕç»,— теççĕ прокуратура тытăмĕн ĕçченĕсем.



18 января 2013
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter