Хĕрлĕ Чутай районĕ: журналист халăхшăн ĕçлет

Кашни çулах январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче чăваш журналисчĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Ку уява пуçарасси пирки 2000 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче саккуна алă пусса çирĕплетнĕ.

Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн кăтартăвĕсемпе 2012 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра 185 массăллă информаци хатĕрне регистрациленĕ, çав шутран 133-шĕ – пичет кăларăмĕсем. Чăваш Республикинче район хаçачĕсен пĕлтĕрхи пĕтĕмĕшле тиражĕ 85 пин экземплярпа танлашнă, вĕсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать.

Çивĕч ыйтусене яланах курса-туйса тата мĕн пур пулăм çинчен пĕлсе тăракан журналистсем халăхшăн ĕçлеççĕ, вулакан патне пахалăхлă материалсем çитерме тăрăшаççĕ.

Чăваш пичечĕн кунĕ – журналистсемпе калем ăстисен, пичет ĕçĕн ветеранĕсен пултарулăхне палăртни тата вулакансене нумай пинлĕ йышне хисеплени. Эпир пĕр-пĕринсĕр пулаймастпăр. Пирĕн тачă çыхăну ан татăлтăр.

Уяв ячĕпе!



18 января 2013
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter