Каçал Ен районĕ: асăрханулăх – чи кирли

2012 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне Атăл çи федераллă округĕнче 29579 пушар пулнă (2011 çулхи çак тапхăртинчен 1300 сахалрах), вĕсенче 2556 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 2477 çын суранланнă. Декабрь уйăхĕнчи кăтартусене тишкерсен вара пушарсен шучĕ ÿсни паллă. 2012 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕ тĕлне пирĕн район территорийĕнче 20 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă (2011 çулхи çак тапхăрта — 25). Вут-çулăм 1334800 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Пушарсенчен 18-шĕ çынсем пурăнакан вырăнсенче пулнă. Александровка, Кайнлăк, Урмаел ял поселенийĕсенче вут тухнă тĕслĕхсен шучĕ ÿснĕ. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕсем:

— электрооборудованипе усă курмалли йĕркесене пăсни — 12 тĕслĕх;

— кăмакапа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни — 3;

— çулăмпа ĕçленĕ чухне асăрханманни — 2;

— техника юсавсăрлăхĕ — 2;

— ачасем вутпа выляни — 1.

Çавăнпа та тепĕр хут аса илтеретпĕр: асăрхануллă пулăр, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнăр. Унсăрăн инкек сиксе тухма пултарать.



18 января 2013
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter