Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем, кӗнеке-хаҫат кӑларакансем тата  полиграфистсем!

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Чӑваш Республики –  районсемпе хуласенче тухса тӑракан пӗтӗм хаҫат-журнал сыхланса юлнӑ кӑна мар, малалла та аталанакан Раҫҫейри нумай мар регионсенчен пӗри. Мӗн пур поселенире пурӑнаканах районти тата ялти ҫӗнӗ хыпарсемпе хӑйӗн тӑван чӗлхипе тӑтӑшах паллашса тӑма пултарать. Пирӗн тӑван республикӑри пичет продукцийӗн тӗнчи анлӑ та тӗрлӗ енлӗ: ку вӑл обществӑпа политика хаҫачӗсем те, ҫамрӑксем валли тухса тӑракан тематикӑллӑ хаҫат-журнал та, тулли тӗспе пичетленекен йышлӑ полиграфи кӑларӑмӗ те. Чӑваш Ен территорийӗнче пӗтӗмпе 120 яхӑн пичет кӑларӑмне шута илнӗ. Вулакансен нумай пинлӗ йышне лайӑх пахалӑхлӑ, ҫивӗч те тӗрӗс информаципе васкавлӑн тивӗҫтерсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ яваплӑ тӗллеве пурнӑҫлакан журналистсен пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр. Хаҫат-журнал ӗҫченӗсем республикӑри обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи тата социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри питех те пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене объективлӑн ҫутатса тӑраҫҫӗ. Вӗсен професси ӑсталӑхне, пысӑк яваплӑхне тата ырми-канми ӗҫченлӗхне пула Чӑваш Енре пурӑнакансем нумай-нумай усӑллӑ хыпарпа паллашаҫҫӗ, обществӑра ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем вӑй илсе ҫирӗпленеҫҫӗ, республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем информаци тӗлӗшӗнчен витӗмлӗ пулӑшу илсе тӑраҫҫӗ. Мӗн пур журналиста, полиграфи отраслӗн ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, чи лайӑххине, малашлӑха шанчӑклӑн  пӑхма, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                               М.Игнатьев.



19 января 2013
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter