Кăрлач сивви те чунсене ăшăтать

Январĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Малтан вăл республикăри пичет тата телерадио историйĕпе паллаштаракан курава пăхса çаврăнчĕ, çыхăну операторĕсен техника çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ (ÿкерчĕкре).

      Михаил Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. «Чăваш Ен журналисчĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа тата тăрăшса пурнăçлаççĕ, вулакансем, итлекенсем тата куракансем патне кирлĕ те усăллă информацие вăхăтра çитереççĕ, республикăн обществăпа политика тата социаллă пурнăçне тĕрĕс çутатаççĕ. Пирĕн сирĕнпе пĕрле малашне те Чăваш çĕрĕ çинчи общество тăнăçлăхне сыхласа хăварма тăрăшмалла. Сире пурне те çирĕп сывлăх, шанăçпа юрату сунатăп», – терĕ вăл.

      Республика пуçлăхĕ пичет ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă журналистсен ушкăнне патшалăх наградисем пачĕ. Çак йышра пирĕн ĕçтешсем те пур: «Атăл-Волга» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Сергей Павлов «Чăваш халăх писателĕ» чыслă ята тивĕçрĕ, «Капкăн» журнал кăларакан Николай Петров-Ишентей Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех чăваш журналистикин ветеранне, фронтовика, пултаруллă педагога, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Тенюшева 90 çулхи юбилейĕпе саламларĕ, герблă сехет парнелерĕ. ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров 2012 çулта чи лайăх ĕçсемпе палăрса Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ премисене тивĕçнисене чысларĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
19 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter