Спортăн пĕрремĕш кунĕнче волейбол ăмăртăвĕсене ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи патшалăх власть органĕсен ушкăнĕпе  Шупашкар администрацийĕн команди хушшинче волейбол выляссипе юлташла матча хутшăннă. Асăннă ăмăртăва хулара çĕнĕрен хута кайнă «Спартак» физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Ăмăртусене пиллĕк тапхăрпа вылянă. Пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ушкăнĕ юлташсенчен 5:0 шутпа выляса илнĕ. Ăмăртусем иртнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, 2014 çул спорт ăмăртăвĕсенчен пуçланнине палăртнă. Паянхи кун хулара пурăнакансен кăмăлĕ пĕтĕмпех тулнине асăннă, çĕнĕрен хута кайнă физкультурăпа спорт комплексĕнче аэробика, тренажер залĕ, бассейнра ишме пур май та пуррине палăртнă. Спорт комплексĕнче ирттернĕ спортăн пĕрремĕш кунĕнче волейболсăр пуçне футбол тата баскетбол ăмăртăвĕсенче икĕ ушкăн хăйсен вăйне виçнине палăртса хăварнă. Тĕплĕнрех



02 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter