Вăрнар районĕ: пултаруллисене – хавхалантару

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене творчествăри ăнтăлушăн ятарлă стипенди парасси çинчен алă пуснă. Ăна вĕренÿре, ĕçре, бизнес-проектированире, наукăра, производствăра, ертсе пырас ĕçре палăрнă пĕр пин çамрăк тивĕçрĕ. Вĕсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.

Палăртма кăмăллă, Президент стипендиачĕсем хушшинче пирĕн ĕçтешĕмĕр – реклама пайĕн редакторĕ Оксана Семенова та пур. Редакцире вăл пилĕк çул ытла тимлет, тăрăшулăхĕ-ĕçчен-лĕхĕшĕн малтанхи çулсенче редакцин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕччĕ.

Вăрнар районĕнчен кăçалхи стипендиатсем пĕтĕмпе вун çиччĕн. Ыттисем çаксем: Розалия Белова, Ирина Кузнецова – Вăрнарти 29-мĕш професси училищин вĕренекенĕсем, Надежда БУРМИСТРОВА – Вăрнарти 29-мĕш професси училищин педагог-психологĕ, Наталья ВАСИЛЬЕВА, Иван ВАСИЛЬЕВ, Анастасия КУДРЯШОВА, Алексей УТКИН тата Дмитрий ЯКОВЛЕВ – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, Диана ИВАНОВА – Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕ, Ирина ИВАНОВА, Екатерина МАРКОВА – Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, Дина ПАВЛОВА – Калининăри вăтам шкулта вĕренекен, Александр РОМАНОВ – Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен, Александр ПОЛИТОВ – Кÿстÿмĕрти вăтам шкулти физкультура учителĕ, Ольга ФИЗЕР – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ, Андрей ОСИПОВ – К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕ.



21 января 2013
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter