Каçал Ен районĕ: ĕçленĕ чухне те, пулла кайсан та чир çаклатма пулать

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, чĕр чунсенчен çынна, çынран чĕр чунсене куçакан чирсен шучĕ 150-ран та иртет. Çак йыша Çĕпĕр шыççине, бруцеллеза, туберкулеза, урнă чире, ящура, лептоспироза, трипаносомоза, эхинококкоза, дифиллоботриоза тата ыттине кĕртеççĕ. Этеме те, чĕр чуна та асаплантаракан пĕр мур вара кăçал Чăваш Енре сахал мар палăрнă.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пÿрене юн кайнине (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) август уйăхĕнче кăна 10 хутчен шута илнĕ. Халăхра «шăши юнлă чирĕ» текен амака уйра утă хатĕрленĕ, дачăра тата гаражра ĕçленĕ, кăмака тата мунча тунă, нÿхрепе тасатнă чухне çаклатни паллă. Кăмпа, çырла татма, пулă тытма кайсан та чир ертнине тĕпчесе пĕлнĕ. Вăрнар районĕнчи — Кÿстÿмĕр, Комсомольски районĕнчи — Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕмĕрле районĕнчи — Пĕнер тата Етĕрне районĕнче çынсем пÿрене юн кайнипе аптăранă. Çак тапхăртах Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче те чир хăй пирки аса илтернĕ.

Октябрь уйăхĕнче те Вăрнар районĕнчи Урнар, Çĕрпÿ районĕнчи Янсакасси, Шупашкар районĕнче харăсах икĕ вырăнта — Кÿкеçре тата Хурăнлăхра, кунсăр пуçне Мари Элре, Самар облаçĕнче чир шар кăтартнă.

Ноябрь уйăхĕнче вара 16-ăн чирлесе ÿкнĕ. Йĕпреç районĕнче харăсах 4 вырăнта ку амак хуçаланнă. Кунсăр пуçне Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче асăннă вирус тĕлĕшпе пысăк йывăрлăхсем сиксе тухнă. Пĕтĕмпе 11 уйăхра ку инфекцие 67 хутчен шута илнĕ.

Ытти уйăхра та шăши юнлă чирĕ çынсене асаплантарнă тĕслĕхсем пулнă. Çапах та çынсем ĕç çи тапхăрĕнче çак мур ернипе ытларах асап тÿсеççĕ.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ Надежда Емельянова каланă тăрăх, чир шăширен (йĕке хÿререн), шăшие сывлав çулĕсем урлă е пыйтăран, сăвăсран куçать. Чĕр чун инфекцие çăмăллăн чăтса ирттерет. Анчах унăн каяшĕнче тата шăкĕнче вирус тăрса юлать. Типнĕ каяшăн тусанĕпе сывланиех çынна чире яма пултарать. Шăши кăшланă апат-çимĕçе (купăстана, кишĕре) вĕрилентерсе сиенсĕрлетмесен те çыншăн хăрушлăх тухса тăрать. Паразит-хурт-кăпшанкă та чире сарать.

Пÿрене юн кайни тÿрех аптăратмасть. Малтанах температура хăпарса каять, ăна 10—12 кун нимпе те чакарма май килмест. Пуç хытă ыратма пуçлать, çывăрса каяймасăр нушалантарать, тĕртĕмсем канăçсăрланта-раççĕ.

3—4-мĕш кунсенче çын сывлăхĕ хавшасах каять, хăсать, тĕлли-паллисĕр калаçма пултарать, куç çивĕчлĕхĕ чакать, чĕре ĕçĕ пăсăлать, сывлăш пÿлĕннĕ пек.

Çăварти лăймака сийсем — типĕ, чĕлхе çине хăмăр паллăсем тапса тухаççĕ. Хырăм карăннă пек, ыратать, юнлă хăстарать.

Пилĕк тата хырăм вăйлă асаплантараççĕ, шăк сахал тухма пуçлани — мур аталаннин тĕп палли. Çак йывăр тапхăрта ытти органсем те асапланаççĕ.

Икĕ эрнерен ыратни чакма тытăнать. Чирлĕскер çиме тата çывăрма пуçлать. Çапах та ĕçес килет, çăварта çаплах — типĕ.

Чăннипе, нумаях пулмасть çакнашкал калаçу илтме тÿр килчĕ. «Чутах вилеттĕмччĕ вĕт çав шăши чирĕнчен. Çын пулаймастăп пуль тенĕччĕ...» — çапла каласа парать пĕр тĕреклĕ ар çын. Апла, мур чăннипех те — хăрушă. Çакна та ан манăр, унран профилактика мелĕсем çук тесен те юрать. Чирлĕ çынна инфекци стационарĕнче сиплемелле. Кун хыççăн тухтăр патĕнче 1 çул сăнанса тăмалла.

Ку тата ытти чиртен сыхланас тесен шăши-йĕке хÿререн хăтăлмалла тата гигиенăна пăхăнмалла.



21 января 2013
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter