Елчĕк районĕ: фермерсем тăрăшаççĕ

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлекен фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче продукци туса илессине ỹстерсех пыраççĕ. Н.Бикулов фермер (хресчен) хуçалăхĕнче 2012 çулта 4356 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 4585 килограмм сĕт сунă. Кунта ĕне выльăхсен хисепне те кашни çул ỹстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсем пурĕ 305 пуç шутланаççĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан вĕсем 84 пуç ытларах. Сăвăнакан ĕнесем - 96.Аслă Елчĕкри С.Бобин, Анатри Тимешри О.Гаврилов, Пикшикри Р.Багаутдинов фермерсем те хăйсен кулленхи ĕçĕнче аш-какай, сĕт туса илессине тĕп вырăна хураççĕ, çавна май вĕсенче малашне ĕне выльăхсен хисепне тата ỹстерме палăртаççĕ.



21 января 2013
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter