Туризмшăн чи лайăх вырăн

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри санаторипе курорт учрежденийĕсен канупа сип­лев условийĕсемпе паллашрĕ.

Çул çÿреве ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Иван Исаев хутшăнчĕç.

Чи малтанах Атăл леш енче вырнаçнă «Чăваш Ен» санаторире пулчĕç. Унти пурлăхпа техника базипе интересленчĕç. Пурăнмалли пÿлĕмсене кĕрсе курчĕç. Учрежденире çемьепе сипленме условисем çителĕклĕ пулнине ырларĕç. Кашни номерте - çывăрмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, хăшĕ-пĕринче - апатланупа кану залĕсем. Михаил Васильевича уйрăмах чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетнĕ пÿлĕм килĕшрĕ, унта ытти регионтан килекенсене ытларах вырнаçтарма сĕнчĕ. Яппун стилĕпе хăтлăлатнă пÿлĕме те ырларĕ. Хăнасем санаторин поликлиникинче, сиплевпе диагностика уйрăмĕнче пулса хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Михаил Игнать­ев библиотекăра чăваш кĕнекисем, хаçат-журналĕ пурри-çуккипе кăсăкланчĕ.

Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ санаторин ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевич канма лайăх условисем туса панăшăн, наци культурипе чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кăтартакан меслетсене йĕркелесе пынăшăн тав турĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич санаторипе курорт бизнесне аталантармашкăн 2014 çултан ку тăрăха çут çанталăк газĕ илсе çитерме, вăрманти пушар хăрушсăрлăхне вăйлатма тата хальхи йышши йĕлтĕр трассисем йĕркелеме палăртни çинчен пĕлтерчĕ.

Санатори директорĕ Юрий Симунов 2012 çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - учрежденире пĕлтĕр 7 пин çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетнĕ, вĕсенчен пĕрре иккĕмĕш пайĕ - Чăваш Енре пурăнакансем. Санаторире Мари Эл, Тутарстан, Чул хула облаçĕн çыннисем те канма кăмăллаççĕ.

Михаил Игнатьев Атăл хĕрринче вырнаçнă «Волжская деревня» кану базине çитрĕ. 2009 çулта уçăлнă «ялта» та канма, сывлăха çирĕп­летме условисем лайăх. ЧР Пуçлăхĕ кунта туризма аталантармалли чи ăнăçлă вырăнсен­­чен пĕри пулнине палăртрĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 января 2013
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter