"Чĕлхене вĕренме юрă пулăшать"

Ака уйăхĕччен вăхăт самаях пулин те Çĕнĕ Шупашкарти чăваш чĕлхин вĕрентекенĕсем ÿнер музейне пухăнчĕç. Уяв каçĕнче хула шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентес ыйтусене, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ, чăваш тĕрри, ÿнер тĕнчи пирки калаçрĕç. Чăваш аваллăхĕпе халăх искусствине тĕпчекен Геннадий Ивановăн-Орковăн "Узоры, цвета, символика" кĕнекине пахаларĕç. Вăл вырăсла тата акăлчанла пичетленсе тухнă.

Мероприятие ют çĕр-шывсенчи тĕпчевçĕсене Чăваш наци конгресĕпе Чăваш патшалăх кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, тĕрĕ-çĕвĕ ăстисене чĕннĕ. Фулбрайт фончĕн стипендиачĕ /АПШ/ Кейт Линн Линдзи /халĕ вăл Шупашкарта пурăнать, чăваш чĕлхине тĕпчет/ американсен чăвашсеннипе пĕрешкел йăли-йĕркипе, хăйĕн тĕпчевĕсемпе паллаштарчĕ. Пухăннисене чăвашла аванах пуплесе хĕпĕртеттерчĕ. Ентешĕмсем те парăмра юлмарĕç. Праски Витти, Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем, химиксен хулинчи тĕрĕ ăстисем Катюшăна /Кейта пурте уявра çапла чĕнчĕç/ кĕнекесем, тĕрленĕ япаласем парнелерĕç.

Çĕнĕ Шупашкарти - 5-мĕш, 18-мĕш, Шупашкарти 56-мĕш шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенсем чăвашсен - Акатуйĕ, нимĕçсен - Октоберфесчĕ, американсен Тав кунĕ уявсен пĕрпеклĕхĕсем çинчен пĕлтерчĕç, компьютерпа хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕç. "Химик" культура керменĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, шкул ачисем чăваш юррисене шăрантарчĕç, ташшисене ташларĕç, чăваш тумĕн куравне йĕркелерĕç. Чăваш чĕлхипе тĕррин уявĕн /чун праçникĕ теес килет ăна/ ертÿçи Вячеслав Платонов чăваш тĕррин ăстисем Санта-Фе хулинче /АПШ/ Пĕтĕм тĕнчери халăх промыслисен куравне хутшăнни пирки пĕлтерчĕ. "Хавал" пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Блинов хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхине вĕреннисĕр пуçне вĕсем фестивальсем ирттереççĕ. Терминологи сăмахсарне хатĕрленĕ. Çавăн пекех электрон-сăмахсар та йĕркеленĕ. Александр Савельев пуçарăвĕпе "Ирĕклĕ сăмах" Интернет-хаçат кăлараççĕ. "Эпир ытти культурăна хакламасан - вăйлă пулаймастпăр. Çавăнпа çуллахи лагере тутарсене те чĕнетпĕр", - терĕ Александр Васильевич.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологи пайĕн ĕçченĕ Эктар Алос и Фонт /Испани/ чăваш чĕлхи тавра пуçтарнă тишкерĕвĕпе паллаштарчĕ. "Чăваш Республикинчи хуласенче пурăнакансем ачисемпе чăвашла калаçмаççĕ. Тăван чĕлхине тĕпренчĕкĕсене вĕрентмеççĕ. Тÿнтерле çак пулăм район центрĕсенче те вăйлă сарăлнă. Ахаль çынсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки шухăшламаççĕ. Уншăн яваплă пулнине туймаççĕ. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентни çÿллĕ шайра мар, ырă витĕм кÿни палăрмасть. Шупашкарти пĕлÿ çурчĕсенче, коридорсемпе классенче чăвашла çырнă пĕр стенд та çук, чăваш гимнĕн те - вырăсла. Ачасем вĕрентекенсемпе вырăсла кăна калаçаççĕ. Çакăн пек тума Вĕренÿ министерствинчен "шаккаса" каламаççĕ пулĕ тетĕп", - терĕ Эктор.

Химиксен хулинчи 5-мĕш шкулта ют чĕлхене вĕрентекенсем палăртнă тăрăх вара - ачасем чăваш чĕлхине тăван чĕлхе пек йышăнмаççĕ. Ăна ют çĕр-шыв чĕлхи пек вĕренеççĕ.

Ÿнер музейĕн директорĕн Александр Ильинăн шухăшĕпе вара кирек епле чĕлхене унăн культури, йăли-йĕрки, сăввисемпе юррисем, ташшисем урлă вĕренме çăмăлрах. Вăл, Пăрачкав районĕнчен тухнăскер, вырăс хĕрарăмне качча илнĕ-мĕн. Мăшăрĕ чăвашла хит­ре юрлани, хăй вара чăваш ташшине ура хуçса ташлама пултарни пирки каларĕ. Халĕ вара мăнукĕпе пĕрле чăваш чĕлхине ăша хывни пирки пĕлтерчĕ.

"Чăваш ялĕсенче пурăнакансем - чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упракансем! Вĕсене хăйсен культуринчен пистерейместĕн. Чăвашлăхне кăкласа кăлармастăн. Апла тăк - ял пулсан чĕлхе те пулать, аталанать", - терĕ Александр Владимирович. Унăн сăмахĕ çумне çакна кăна хушса калам: тăван чĕлхепе пуплени пире хальхи пекех хĕпĕртев кăна кÿтĕрччĕ. Ялта кăна мар, хуласенче те мăнаçланса, хăпартланса, савăнса чăвашла калаçса çÿрер. (Р.Власова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 января 2013
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter