Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ветеранĕсене професси уявĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Малтан вăл республикăри пичет кăларăмĕсен тата телерадиокуравĕн историйĕпе паллаштаракан курава пăхса çаврăнчĕ, çыхăну операторĕсен техника çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ.

Михаил Игнатьев зала пухăннисене уявпа саламланă май массăллă информаци хатĕрĕсем общество пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. «Чăваш Ен журналисчĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан тата тăрăшса пурнăçлаççĕ, вулавçăсем, итлевçĕсем тата куравçăсем патне кирлĕ те усăллă информацие вăхăтра çитереççĕ, республикăн обществăпа политика тата социаллă пурнăçне тĕрĕс çутатаççĕ. Пирĕн сирĕнпе пĕрле малашне те Чăваш çĕрĕ çинчи общество тăнăçлăхне сыхласа хăвармалла тата çирĕплетмелле. Сире пурне те çирĕп сывлăх, шанăçпа юрату сунатăп», - терĕ Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ пичет ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă журналистсен ушкăнне патшалăх наградисемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешĕмĕр те пур: «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех чăваш журналистикин ветеранне, фронтовика, пултаруллă педагога, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Тенюшева 90 çулхи юбилейпе саламларĕ, Чăваш Ен гербĕллĕ сехет парнелерĕ.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева 2012 çул МИХсемшĕн ырă улшăнусемпе асра юлнине палăртрĕ. Пĕлтĕр массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсен республика конкурсĕнче çĕнтернĕ 39 проекта пурнăçа кĕртнĕ. 3 Издательство çурчĕ тата пĕр хаçат Раççей шайĕнчи грантсене тивĕçнĕ. Раççейĕн «Прессăн ылтăн фондне» Чăваш Енри 7 хаçат кĕнĕ. 4 томлă «Чăваш энциклопедине» çулсеренех йĕркелекен «Çулталăк кĕнеки» наци конкурсĕн дипломĕпе чысланă. Валентина Андреева тăван республика ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекенсене, çавăн пекех журналистика ветеранĕсене чĕререн тав турĕ.

Професси уявĕ ячĕпе пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Петр Краснов, çавăн пекех Мускав хăни - «Регнум» информаци агентствин управляющи директорĕ Борис Соркин саламларĕç. ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров 2012 çулта чи лайăх ĕçсемпе палăрнисене чысларĕ. Çемен Элкер ячĕллĕ премие 1974 çултах çирĕплетнĕ, унтанпа 70 çын лауреат пулнă. Ку хутĕнче вара сумлă премие «Советская Чувашия» хаçатăн тишкерÿçи Лев Васильев /республикăри тĕлĕнтермĕш вырăнсем çинчен çырнă материалсемшĕн/ тата «Тăван Атăл» журналăн штатра тăман корреспонденчĕ Надежда Осипова /чăваш культурин ĕçченĕсенчен илнĕ интервьюсемшĕн/ тивĕçнĕ.

Валерий Комиссаров çавăн пекех Н.Никольский ячĕллĕ преми лауреатне - Чăваш наци радиовĕн продюсер центрĕн пуçлăхне-тĕп редакторне Олег Прокопьева /«Хыпар» хаçат тата чăваш интеллигенцийĕ: иртни, хальхи, пуласси» кăларăмсен ярăмне хатĕрленĕшĕн/, Л.Ильин ячĕллĕ преми лауреатне - Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕн корреспондентне Зинаида Павловăна /агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тишкерÿллĕ статьясенче çутатнăшăн/ дипломсемпе кăкăр çине çакмалли паллăсем пачĕ.

Савăнăçлă уява пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿчĕç. Ку концерта журналистсем те хутшăнчĕç, хăйсем ĕçлекен хаçат, радио тата телекурав пирки каласа кăтартрĕç. (Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА)

 Тĕплĕнрех



22 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter