Чăваш наци радиовĕ - пур çĕрте те

Республикăри рейтингра Чăваш наци радиовĕ 4 çул малти вырăнта. «Каннă чухне те, ĕçленĕ вăхăтра та - Чăваш наци радиовĕ» тени - эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш кăна мар. Мĕнле те пулин сăлтавпа итлеймен çемье паян хăйне чăваш тĕнчинчен уйăрнă пек, тымарне касса янă пек туять. Ача çуралать-и е çамрăксем мăшăрланаççĕ-и, е камăн та пулсан çавра çулне паллă тăваççĕ-и - Чăваш наци радионе итлеме çынсем пĕр-пĕрне радиоприемник парнелеççĕ.

Хăвăртлăх - пирĕн пахалăх

Малти вырăна йышăнмашкăн çине тăрса ĕçлемелле. Юлашки икĕ çулта кăларăмсен политикине урăхларах куçпа пăхса хак пама тиврĕ. Эфир тытăмне пач улăштартăмăр. Паллах, халăх пĕр хăнăхнă вăхăтра юратса итлекен кăларăмсене тĕкĕнмерĕмĕр. Чи малтанах çĕнĕ хыпарсен вăхăчĕсене куçартăмăр. Халĕ вĕсем сехетсерен тухса тăраççĕ.

Паллах, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлакан ăста журналистсемсĕр пĕр передача та эфира тухаймасть. Специалистсене конкурс ирттерсе шырани ĕçчен те пултаруллă, пуçаруллă çынсене ĕçе илме май пачĕ. Çавна пулах эфир жанр тĕлĕшĕпе те, стилистика енĕпе те уйрăлса тăракан передачăсемпе пуянланчĕ. «Юрату авăрĕнче», «Пултарулăх çулĕпе», «Ÿнер тÿпинчи вĕçев», «Чĕнтĕрлĕ чаршав», «Шурăмпуç», «Чемпион», «Янра юрă», «Присягая Родине», «Çĕн кун ачи» хăйне евĕрлĕ передачăсем кун çути курчĕç. 2012 çулта Наци радиовĕнче 20 ытла кăларăм çуралчĕ. Конкурс ирттерни çивĕч ыйту кăларса тăратрĕ: республикăра наци кадрĕсене хатĕрлесси начар пырать иккен. Уйрăмах чăваш телерадиожурналистики валли специалистсем çитмеççĕ. Çавăнпа ăстасенчен тăракан шăнăра упраса хăварни пысăк усă парать. Вĕсем çамрăк ăрăва профессире ура çине çирĕп тăма пулăшаççĕ. Опытлă ĕçтешĕмĕрсем Владимир Егоровпа Роза Деменцова хатĕрлекен «Ялтан яла», «Тăван ăс-хакăл», «Пирĕн сад-пахча», «Пурнăç çынни», «Кучченеç» передачăсем эфирта радио уçăлнăранпах янăраççĕ.

Пĕлтерĕшли - хамăр çинчен лайăххине пĕлтересси

Наци радиовĕ талăкĕпех калаçать. Эфира юрă-кĕвĕпе тата хыпарсемпе те тултарма пулать. Коммерциллĕ чылай радиостанци паян çапла ĕçлет те. Ку мел пире çырлахтармасть. Наци радиовĕ тетпĕр пулсан çак ята тÿрре кăларма тивĕççине лайăх ăнланатпăр. Тематика, жанр енчен те пуян пулмалла. Радиокалавсемпе очерксем, спектакльсем хатĕрлетпĕр. Хутшăнуллă, тупăшуллă жанрсем чылай. Тĕрлĕлĕх эфира илĕртÿллĕ тăвать. Кăларăмсенче çĕклекен ыйтусем Чăваш Енпе, республикăра пурăнакансемпе, йăхташăмăрсемпе çыхăнса тăмалла. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли - хамăр çинчен ытларах лайăххине каласа парасси. Чăваш историйĕ, литератури, театрĕ, искусстви, йăла-йĕрки пуян вĕт, çыннисем те маттур.

Интерактивлă хутшăну тата илемлĕ сасă

Чăваш наци радиовĕ пур ÿсĕмри итлекен валли те ĕçлет. Республика пурнăçне пур енлĕн çутататпăр. Паянхи радио - чи малтанах - интерактивлă хутшăну. Хатĕрлекен передачăсен çурри тÿрĕ эфирта иртет. Çакă пире итлекенсемпе çирĕп хутшăну йĕркелеме май парать. Кăларăмсенче çĕклекен ыйтусене вĕсем хастар сÿтсе яваççĕ, хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. Тÿрĕ эфирта йышăнакан шăнкăравсемпе СМС-хыпарсен хисепĕ «Ирхи кăмăл», «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Каçхи микс», «7 юрă», «Эсир мĕнле шутлатăр?», «Чĕрĕлĕх çути», «Кĕрекене пуçтарăнсан», «Социальный вопрос», «На острие» кăларăмсене кăмăлласа итленине çирĕплетет.

Эфир илĕртÿлĕхĕ - хăйне евĕрлĕ роликсемпе заставкăсем. Тематика роликĕсем ăсталас ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр. Мĕншĕн тесен вĕсем - эфирăн пĕтĕмĕшле илемĕ, ытарлă каласан кăларăмран кăларăма çăмăллăн каçаракан чĕнтĕрлĕ кĕпер. Юлашки вăхăтра çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтне, пурнăç самантне халалланă интереслĕ, çутă та хитре заставкăсем тăтăшах янăраççĕ. Литературăпа кĕвĕ композицийĕсем евĕр йĕркеленĕскерсем кĕске спектакльсем пекех янăраççĕ. Çак ĕçе артистсене те явăçтаратпăр. Светлана Савельевăпа Владимир Григорьева, Алексей Болдыревпа Марина Подъячевăна, Валерий Карповпа Надежда Зубковăна пире пулăшма вăхăт тупнăшăн тав тăватпăр. Халĕ вĕсен сасси яланлăхах наци радиовĕн илемĕ пулса тăчĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем

Пĕлтĕр вĕсене ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе пурнăçларăмăр. 2012 çулта пирĕн 5 проекта - «Радиотеатр», «Чăвашлăх асамĕ», «Туслăх, Туслык, Дружба», «Иксĕлми çăлкуçсем», «Столица: люди и события» - ырларĕç. Грант укçипе тĕрлĕ театр лартнă 30 ытла спектакле çырса илтĕмĕр. Çапла вара чăваш сцена искусствин еткерĕ Наци радиовĕн фонотекинче кăна упранĕ.

ФМ 105 хум хута янă хыççăн итлекенсен аудиторийĕ анлăланчĕ.

2012 çулта массăллă информацин чылай хатĕрĕпе ырă хутшăну йĕркеленине палăртмалла. Хăш-пĕринпе эфира пĕрлĕхлĕ проектсем кăлартăмăр. «Самант» журналпа - «Чуна уçнă самант», «Хыпарпа» «Хыпар» хаçат тата чăваш интеллигенцийĕ: иртни, хальхи тата пуласси» кăларăмсем хатĕрлесе тăратпăр.

Чăвашла ăнланманнисем валли Раççей историйĕн çулталăкĕнче «Путешествие в историю чуваш с Геннадием Тафаевым» проект хута ятăмăр. Республикăри фольклор ушкăнĕсен радиоэфирти конкурсĕ тата пĕтĕмлетÿ гала-концерчĕ халăхăмăра çĕклентерсе ячĕ. Скептиксен «чăваш пĕтет» текен нăйкăшуллă калаçăвне хăватлă çил-тăвăл пек сирсе ывăтрĕ, хăватлă хум евĕр çуса тасатрĕ, чăваш чунĕ, чăвашлăх хамăрăн авалтан килекен йăла-йĕрке, юрă-ташă çинче никĕсленсе тăнине тепĕр хут кăтартса пачĕ.

2012 çулхи тепĕр пысăк çитĕнĕвĕмĕр пирки те асăнмасăр иртеймĕп: халĕччен пирĕн радио Шупашкарта пăралуклă майпа тата Интернетпа çеç янăранă тăк - ку çул вĕçнелле хулара кашни çыннах итлеме пултарĕ: «Чăваш наци телерадиокомпанийĕ» Мускавра 100,3 хум çĕнсе илни çакна шантарма май парать.

Хыç сăмах

Ольга Иванова: Салам инçетри Çĕпĕртен. Тавтапуç çак радио хумне итлеме май пурришĕн.

Аноним: Владимирта пурăнатăп. Чăваш наци радионе лайăх итлеме тинех май тупрăм! Тавах унта ĕçлекенсене.

Александр: Эп сире Мускавра итлетĕп...

Галина: Кашни кун компьютер умĕнче урок планĕсене хатĕрленĕ май сирĕн передачăсене савăнса итлетĕп. Ытларах республикăри хыпарсем, шкулпа çыханнă ыйтусем, “Çичĕ юрă” передача, Чăваш Енĕн паллă çыннисен пурнăçĕпе паллаштарни кăмăла каять. Чăваш юррисене юрататăп.

Евгений: Молдавире итлетпĕр. Пысăк тав!

Marc: Чăваш наци радионе Францире итлетпĕр... Тав!

Анатолий: Тавтапуç! Радио чипер! Эпĕ ăна Швецири Лунд хулинче итлетĕп.

4 çулхи тапхăрта хамăра валли çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăмăр: Чăваш наци радиовĕн сумне паян хăвăртлăх, хальхилле каласан, мобиллĕ ĕçлеме пултарни, тÿрĕ эфирти кăларăмсем урлă халăха тĕрлĕ ыйтупа хутшăнса калаçма май туса пани, жанрсен тĕрлĕлĕхĕ, наци колоричĕ тытса тăраççĕ.

Çапах та чи кирли - хамăр ĕçе юратса пурнăçламалла. Çавăн чухне кăна радио тĕрлĕ тĕспе çуталса, тĕрлĕ сасăпа янăраса, тĕрлĕ туйăмпа выляса кайĕ. (Олег Прокопьев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 января 2013
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter