"Самана таппипе тан пымалла..."

Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă видеоканашлăва хутшăнчĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - çынсене нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ «пĕр чÿрече» меслечĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтересси тата ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвне тĕреклетесси.

Канашлăва уçнă май Раççей премьер-министрĕ çĕр-шывра НФЦ йĕркелессине патшалăх уйрăм контроле илнине çирĕплетсе асăннă тема пур регионшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине, Раççейĕн кашни çыннине пырса тивнине палăртрĕ. «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан центрсем - патшалăх тата пирĕн граждансем тÿрремĕн хутшăнса ĕçленин тĕслĕхĕ», - терĕ Дмитрий Медведев.

Çĕр-шывра 2010 çулта çакнашкал учрежденисем 200 яхăн ĕçленĕ, пĕлтĕр вĕсен хисепĕ 600-тен иртнĕ. 2015 çулта электрон мелĕпе пулăшу илекен граждансен йышĕ 90% танлашмалла - çапла тумашкăн Раççейре 3 пине яхăн НФЦ уçмалла. Вĕсене хута ярассипе çыхăннă финанс тата йĕркелÿ тиевĕ тĕпрен илсен субъектсене лекет.

Раççей экономика министрĕ Андрей Белоусов палăртнă тăрăх - НФЦ кашни хула округĕнче тата район центрĕнче уçăлмалла: халăх йышлă пурăнакан çĕрте - 5 пин, муниципалитетăн пысăках мар йĕркелĕвĕсенче 2 пин çын пуçне - пĕрер.

Пирĕн хутлăхра 47 «чÿречеллĕ» виçĕ НФЦ - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче - пур. Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕсем - патшалăхăн 195, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципалитетăн 57 тĕрлĕ пулăшăвне параççĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăри район-хулара тата 17 НФЦа /51 «чÿречеллĕ»/ регистрациленĕ, кĕçех вĕсем граждансене йышăнма тытăнĕç. Кăçал районсенче 18 «чÿречеллĕ» çакăн йышши 6 центр тумалла. 2013 çул вĕçленнĕ тĕле муниципалитетăн 21 районĕнче тата 5 хула округĕнче НФЦн 118 «чÿречи» ĕçлемелле. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 601-мĕш указне пурнăçласа тата 350 йĕркелемелле, çав шутра - ытти организаци никĕсĕ çинче. Ялта вĕсене тĕслĕх вулавăшсенче уçма палăртнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре нумай функциллĕ центр-уполномоченнăй йĕркелеççĕ, вăл «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн федерацин ĕç тăвакан органĕсемпе, çавăн пекех ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, çынсене йышăнмашкăн ытти организацие хутшăнтаракан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе килĕшÿ çирĕплетнисĕр пуçне ку енĕпе организатор-координатор тивĕçĕсене пурнăçламалла.

Регионсен ертÿçисен доклачĕсене итленĕ хыççăн Дмитрий Медведев НФЦ йĕркелессине тата вĕсен эффективлă ĕç-хĕлне ÿстерессине хăйсен пысăк приоритетлă тĕллевĕ туса хума сĕнчĕ. «НФЦ уçмалли проект ăнăçлăхĕпе патшалăх влаçĕн малашлăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă: эпир самана таппипе тан пыма, граждансем пирĕн ума лартнă ыйтусене тивĕçтерме пултаратпăр-и - вăл çакна кăтартса парĕ», - пĕтĕмлетрĕ Раççей Правительствин Председателĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 января 2013
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter