Хальхи технологисемпе анлăрах усă курмалла

Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене «пĕр чÿрече» мелĕпе парассине йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ. /Кун пирки 2-мĕш страницăра пичетленнĕ «Самана таппипе тан пымалла...» статьяра вулăр/.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çын ăçта пурăнать, ăна çавăнта пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелле. «Ял çыннисен кирлĕ документсем илме район центрĕсене каймалла мар, информаци технологийĕсем пулăшнипе чиновниксем хутшăнмасăрах паха пулăшу пама май пур», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакансен 90% «пĕр чÿрече» мелĕпе пулăшу ĕçĕсем илме тивĕçлĕ.

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина инвестици проекчĕсене пурнăçлама, çав шутра эконом-класа кĕрекен çурт-йĕр тума çĕр лаптăкĕсем йĕркелесси мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Республикинче федераци харпăрлăхĕнчи 670 çĕр лаптăкĕн переченьне тăратнă.

2012 çулта ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствине харпăрлăх хуçисенчен 440 çыру килнĕ. Вĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 707 лаптăкне /пĕтĕмпе 9 пин гектар/ сутма кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. Отрасльсенчи министерствăсем Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне çĕр лаптăкĕсем туянма сĕнменнипе 5 çĕр лаптăкĕ çеç туяннă.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене 2013 çулта çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртмашкăн укçа-тенкĕ уйăрма хушнă. Паянхи кун тĕлне 10 муниципалитет йĕркеленĕвĕн бюджечĕсенче çак тĕллевпе 3317 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама кирлĕ условисемпе тивĕçтермен муниципалитетсене критикленĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче усă куракан энергоресурссене шута илмелли приборсем вырнаçтарасси çинчен ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Марков доклад тунă.

Республика Пуçлăхĕ çул-йĕр службисен тата коммуналлă хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсемпе юр ытларах та ытларах çунине пула тасату ыйтăвĕпе уйрăммăн калаçнă. «Хула влаçĕсене кирлĕ техника пур организацисене çулсене тасатмашкăн явăçтарма ыйтатăп. Пирĕн транспортăн тата çынсен çул çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 января 2013
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter