Тĕп вырăнта - халăх шăпи

К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ иртнĕ çул вĕçĕнче «Проблемы этнографии чувашского народа: Избранные труды» кĕнеке кăларчĕ. Авторĕ - Чăваш Енри чи паллă этнолог историксенчен пĕри, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Иванов. Вăл - 150 ытла ăслăлăх ĕçĕн /çав шутра 20 монографи/ авторĕ.

Виталий Петрович Раççей ăслăлăхĕнче çĕнĕ енпе - «халăхсен этнодемографи историйĕпе» - ĕçлеме пуçлаканĕсенчен пĕри. Чăваш Республикинчи халăхсен хушшинчи хутшăнусем, чăвашсен кун-çулĕпе культурин çивĕч ыйтăвĕсем, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи чăваш диаспорин пурнăçĕ - çак тата ытти темăна тĕпе хурса ĕçлет ăсчах.

Асăннă кĕнекере Виталий Ивановăн 1978-2011 çулсенче тĕрлĕ кăларăмра кун çути курнă тата тĕрлĕ сăлтава пула пичетленмен ĕçĕсем вырнаçнă. Вĕсене этнографи ăслăлăхĕнчи çивĕч ыйтусем - халăх мĕнле пулса кайни, унăн кун-çулĕ, культури тата хальхи вăхăтри аталанăвĕ - çыхăнтараççĕ.

Тăхăр пысăк пайран тăракан кăларăмра диаспорăпа çыхăнни самай пысăк вырăн йышăнать.

Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташсенчен çурри ытла Атăлçи хутлăхĕнче тата Уралăн кăнтăр пайĕнче тĕпленнĕ. Экспедици сăнавĕсем тăрăх - тăван кĕтесĕнчен чылай вăхăт аякра пурăнакан чăвашсем, республикăрисемпе танлаштарсан, йăла-йĕрке майĕсене ытларах тытса пыраççĕ иккен.

Шăпах çÿлерех асăннă тăрăхсенчен чăваш культуришĕн пĕлтерĕшлĕ çынсем чылай тухнă: Пушкăртстан пире К.В.Ивановпа Я.Г.Ухсай поэтсене парнеленĕ, Тутарстан - чăваш халăхĕн вĕрентÿçине И.Я.Яковлева, Н.М.Охотников этнографа, Чăваш халăх поэчĕсене Н.И.Шелепине, П.П.Хусанкая, А.Е.Алкана, Самар тăрăхĕ - Т.С.Кривов революционера тата ыттисене те.

Кĕнекере чăваш диаспори йĕркеленсе кайнă ыйтăва тĕплĕн çутатнă. Раççей Федерацийĕн 55 субъектĕнче 1000 тата унран ытларах чăваш пурăнни паллă-мĕн. Ытларах чухне вĕсем пысăк ушкăнсемпе тĕпленнĕ. Автор 1897 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Раççейре çав вăхăтра 844 пин чăваш пулнă, 59,4 проценчĕ Хусан кĕпĕрнинче тĕпленнĕ, 19-шĕ - Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, 11-шĕ - Самар кĕпĕрнинче, 7-шĕ - Ĕпхÿ тата 1,7-шĕ - Сарă ту кĕпĕрнисенче.

Ăсчах палăртнă тăрăх - йăхташсем тăван кĕтесĕнчен пысăк йышпа тухса каясси виçĕ тапхăра тăсăлнă. Малтанхи /XVII-XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри/ тапхăра патшалăхăн колонизацилес политикипе çыхăнтармалла. XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа XIX ĕмĕрте хресченсем хăйсен ирĕкĕпе инçе çула тухнă. Çапла тума вĕсене христос тĕнне йышăнтарма пуçлани, çĕр çитменни тата ытти те хистенĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи миграцие Столыпинăн аграри реформипе çыхăнтарнă.

Виталий Иванов «Диаспоры: контуры и параметры» пайра çак темăсене уçса панă: чăвашсем совет тапхăрĕччен Хĕвел анăç Çĕпĕре куçса кайни* Эрĕнпур хутлăхĕнчи чăвашсем: этнотерритори ушкăнĕ чăмăртанни* Сĕвеçи - И.Я.Яковлевăн тăван кĕтесĕ* К.В.Ивановăн пĕчĕк тăван çĕр-шывĕ* чăвашсен авалхи Хушăлка ялĕн историйĕнчен. Паллах, çаксем çинчен тĕплĕн чарăнса тăрас пулсан вăхăт та, вырăн та çитес çук. Çавăнпа та кĕнекене алла тытса вуланине нимĕн те çитмĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: çĕнĕ кĕнекере чăваш кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çынсем пирки те çырса кăтартнă. В.К.Магницкин ятне илтмен чăваш çук пулĕ. В.Ф.Смолин вара - Атăлçи чăвашĕсен археологи палăкĕсен тĕпчевçи. «Ячĕ халăх асĕнче» статьяра Н.М.Охотников кун-çулĕпе паллаштарнă. Никифор Михайлович В.И.Ленинăн пĕрремĕш вĕренекенĕ пулнă. Анчах Охотников историре кунпа çеç палăрса юлман. Вăл тăван халăха çутта кăларнă И.Я.Яковлевпа пĕрле ĕçленĕ, талантлă педагог, ăста математик пулнипе те паллă. Чăваш халăхĕн культурипе йăла-йĕркине тĕпчес ĕçре Н.М.Охотников çырса хăварнисем питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Унăн педагогика, этнографи, литература тĕлĕшĕпе каланă шухăшĕсем «Грамота среди чуваш», «Приволжские чуваши» ĕçĕсенче тата ытти çырăвĕнче палăраççĕ.

Ăсчах Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри этнополитика лару-тăрăвне те тĕпчет. Асăннă темăпа çыхăннă ыйтусене «Этнополитика: концепции и реалии» пайра çутатнă. Палăртса хăварар: Виталий Иванов - «Патшалăх наци политикин концепцийĕ тата ăна Чăваш Республикинче 1998-2005 çулсенче пурнăçа кĕртмелли Программа» проектăн тĕп авторĕ.

Тăван халăх шăпипе, кун-çулĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă вун-вун ыйтăвăн хуравне тупма пулать асăннă кĕнекере.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 января 2013
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter