Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Ларура регион тата муниципалитетсен шайĕнчи автоçулсем çинче вырнаçнă парковкăсемпе усă курнăшăн тÿлемелли виçене палăртмалли методикăна çирĕплетрĕç. Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский пĕлтернĕ тăрăх - 3,5 тоннăран пĕчĕкрех виçеллĕ транспорт хатĕрĕсемшĕн талăкра 50 тенкĕрен ытла мар тÿлемелле пулать. Кашни сехетшĕн тÿлемелли виçе те пур - 5 тенкĕ. Тишкернĕ тепĕр методика - нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсама муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсиди парассине палăртмаллискер. Çак тĕллев валли бюджетра пĕтĕмпе 123 млн тенке яхăн пăхса хăварнă. Михаил Янковский районсемпе хуласене укçана халăх шутне кура парасси пирки каларĕ. Çак ĕçе вĕсен хăйсен те хутшăнмалла - субсиди виçинчен 10% кая мар. Чи пысăк укçа Шупашкар хули валли - 46 млн тенкĕ. Çĕнĕ Шупашкара - 12 млн, Канаша - 4 млн тенкĕ. Районсен хушшинче чи пысăк виçене, 6,2 млн тенкĕ, Шупашкар районĕ илет. Анчах министр уйрăммăн палăртса хăварчĕ: пĕлтĕр уйăрнă укçапа хăш-пĕр муниципалитет туллин усă курман. Михаил Игнатьев Шупашкарти ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ: картишсен территорийĕсене юсассине тĕп хула хăçан вĕçлĕ? Чиновниксем хуравлама пĕлеççĕ çав. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов акă еплерех çавăрса хучĕ: «2015 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне май пур таран ытларах юсасшăн...» Нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерес ыйтăва тишкернĕ май строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Марков йĕркепе килĕшÿллĕн кашни çĕр лаптăкĕ пуçне тивекен тăкаксем 400 пин тенкĕрен ытла пулмалла маррине палăртрĕ. Тепĕр тесен - çемьесем çурт-йĕр çĕклес ĕçе çанă тавăрсах кÿлĕннĕ теме те иртерех пулас. Хальлĕхе 577 çемье çĕр илнĕ, вĕсенчен 40-шĕ кăна строительство пуçарнă-мĕн. Инфратытăм бюджетшăн ытла та хаклă ан пултăр тесе ку ĕçе бюджет тулашĕнчи çăл куçсене те явăçтармалли пирки сăмах пулчĕ. Çав шутра асăннă территорисенче нумай ачаллисене кăна мар, ахаль çынсене те лаптăксем пама тăрăшмалла - инфратытăм валли кирлĕ укçа калăпăшĕнче вĕсен тÿпи те пултăр. Михаил Игнатьев тĕп хула нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе мĕнлерех ĕçленипе уйрăммăн интересленчĕ. Республикăн электротехника кластерне промышленноç /индустри/ паркĕн инженери инфратытăмне йĕркелесе аталантарма бюджетран субсиди памалли правилăсене çирĕплетрĕç. Çавăн пекех 2012 çулхи тăваттăмĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене палăртрĕç - 5510 тенкĕ. Ку виçе умĕнхи кварталтинчен 110 тенкĕ пĕчĕкрех. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çакна иртнĕ кварталта апат-çимĕç /тĕпрен илсен - пахча çимĕç/ йÿнелнипе сăлтавларĕ. Сăмах май, Атăлçи округĕнчи нумай субъектра ÿсĕм палăрнă, чакни - Чăваш Енре, Пенза тата Ульяновск облаçĕсенче. Бюджет учрежденийĕсене пĕрлештерес енĕпе тепĕр утăм турĕç. Ку хутĕнче республикăн стоматологи поликлиники çумне Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисен стоматологи поликлиникисене пĕрлештерме йышăнчĕç. Алла Самойлова каланă тăрăх - çакă вĕсене аталантарма меллĕрех условисем тумашкăн пулăшĕ.  Автомобиль тата электричество транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿремелли тарифсем пысăкланаççĕ. ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хальхи тÿлевсен виçи транспорт предприятийĕсен тăкакĕсене саплаштарманнине палăртрĕ. Хăйсем шутласа пăхнă тăрăх - Чăвашавтотранс тăкакĕсем 314 млн тенкĕпех танлашма пултараççĕ, троллейбус управленийĕсем те тăкак тÿсĕç. Çавна май çул çÿреве хаклатма ыйтаççĕ. Транспортниксен аппетичĕ, паллах, пысăк, Тариф служби вĕсем сĕннĕ цифрăсене чакарнă, çапах çул çÿрев хакланатех. Халĕччен транспортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе çÿреме пĕрешкел виçе палăртатчĕç, ку хутĕнче вара йăлана кĕнĕ йĕркерен пăрăнма йышăннă. Тÿлев мелне кура унăн виçи те тĕрлĕ пулать. Çапла вара электрон мелĕпе тÿленĕ чух хулари автобуссемпе çÿренĕшĕн 15 тенкĕ тăкакламалла, троллейбусра - 13 тенкĕ. Укçан тÿлесен билет хакĕ пысăкрах: автобусра - 16, троллейбусра - 14 тенкĕ. Хуласен çывăхĕнчи маршрутсенче километршăн 2,39 тенкĕ тÿлеме тивĕ.  Ку уйăхлăх çул çÿрев билечĕсен хакне те пырса тивнине кура çитес уйăх пуçламăшĕнченех мар пуль, тен, нарăсăн 10-мĕшĕнчен - çапла сĕнÿ пулчĕ. Михаил Игнатьев электрон карточкăсемпе усă курни йÿнĕреххине халăха ăнлантарса памалли пирки асăрхаттарчĕ. (Николай Коновалов) 



23 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter