Элĕк районĕ: сăвăм ÿснĕ

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем çĕнĕ 2013 çула лайăх кăтартусемпе пуçларĕç. Вĕсем кашни ĕнерен куллен 12 килограмм сĕт суса илеççĕ. Сăвăма, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 4 килограмм ытла ÿстернĕ.

Фермипе илсен, ĕнесем куллен пурĕ 850 килограмм сĕт антараççĕ. Продукци таварлăхĕ – 90 процента яхăн. Сĕтĕн пахалăхĕ те лайăх, ăна ытларах пĕрремĕш сортпа сутаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе ăшă витере тутă хĕл каçараççĕ. Утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ. Рациона концентрат, ытти тутлăхлă хутăшсем те кĕртнĕ. Пысăк çĕнĕ витене ĕçе яни çитĕнÿ тума пулăшасса шанаççĕ.

Паянхи куна илсен, сăвакан ĕнесем 70 шутланаççĕ. Вĕсен йышне татах та ÿстерме палăртнă.



23 января 2013
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter