Вăрнар районĕ: ентеш – пĕрремĕш

Иртнĕ эрне кун Чăваш наци библиотекинче сăвă çыракансен «Раштав поэзи вулавĕсем» тупăшăвĕ иртнĕ. Малтанах поэтсем хăйсен произведенийĕсене вуланă. Иккĕмĕш тапхăрпа вĕсен темиçе сăмах тăрăх Раштав темипе экспромтла сăвă хайлама тивнĕ.

Чăвашла сăвăсен тупăшăвĕнче пирĕн ентеш – Чăваш Республикинчи хăрушсăрлăх органĕсен ветеранĕсен канашĕн членĕ, запасри полковник, поэт тата куçаруçă Валерий Кошкин – пĕрремĕш вырăн йышăннă, дипломпа парнене тивĕçнĕ.

Конкурсантсен йышĕнче Чăваш енĕн пултаруллă, асăннă тупăшăвăн унчченхи çулсенчи çĕнтерÿçисем те пулнă.



23 января 2013
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter