Вăрнар районĕ: Сталинградри çапăçусенче нимĕçсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнĕ май. Чĕрĕ юлни – пысăк телей

Вăрнарта пурăнакан Григорий Сергеевич Сергеевăн чĕри витĕр çак сăмахсем ыратуллăн шăранса тухаççĕ. 90-ри Сталинград паттăрĕн асĕнче çав хаяр çулсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă: ĕçленĕ-и вăл е вĕреннĕ – вăрçă саманчĕсем час-часах куç умне тухнă

Вăрçă пуçланнă хура кун Красноармейски районĕнчи Карай каччи Сĕнтĕрвăрринчи çĕр ĕçĕн тата мелиораци техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Усал хыпара радиопа Молотов калаçнинчен илтнĕ. Çула çитнĕ студентсене тÿрех çар комиссариатне чĕннĕ. Григорий Сергеевича, виççĕмĕш курс пĕтернĕскере, тантăшĕсемпе пĕрле Чулхула облаçĕнчи çар хатĕрленĕвĕн шкулне янă.

Фронта 1942 çулхи октябрьте лекнĕ. Тÿрех – вут-çулăм пĕккине. 2-мĕш Гварди çарĕн йышĕпе Григорий Сергеевич Сталинград ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ. Фронтовикăн халĕ те ĕненес килмест – çунакан, арканнă-ишĕлнĕ, тĕтĕмпе тулнă, тăтăш нимĕç пульли тăкăнакан хула çывăхĕнчи çапăçусенче мĕнле асамлăхпа чĕрĕ юлнă-ши; Çак вăхăтри чи çутă ĕмĕчĕ те фашистсене хăвăртрах çĕнтерсе ыррăн-сыввăн киле таврăнасси пулнă. Выçăллă-тутăллă (салтак паекĕ виçĕ татăк тип çăкăртан тата селедкăран тăнă, нумай чухне выльăх виллисене пиçи-пиçми çинĕ, вĕсене хыт-хурана çунтарса кăна пĕçернĕ-çке. Шыв енчен кăрăс...), пĕтĕм кĕлеткипе пыйтланнă, юр айĕнче çывăрнă вăхăтсенче, чăн та, урăх мĕн çинчен шутлăн-ха;

Григорий Сергеевич Уравăш каччипе Володя Кузьминпа çума-çумăн çапăçнă. Атăл оборонинче амансан (нимĕç пульли пуçне шăйăрса иртнĕ, кăкăр шăммине лекнĕ) шăпах пирĕн ентеш ăна пĕрремĕш пулăшу панă. Уй-хир госпиталĕнче сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă.

Сталинград çывăхĕнчи çапăçусенче нимĕçсене çапса аркатнă хыççăн чи маттуррисене Новочеркасска кĕçĕн лейтенантсен курсне янă. Сергеев минометчик та унта виçĕ уйăх вĕреннĕ. 1943 çулта Донбасс ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă. Вăйлă аманнă, госпитальте вăрах сипленнĕ хыççăн 1944 çулта ăна демобилизациленĕ.

Пĕрремĕш медале Григорий Сергеевич Сталинграда хÿтĕленĕшĕн тивĕçнĕ.

Яла таврăнсан фронтовик тÿрех Яманакри çичĕ класлă шкулта военрукра ĕçлеме тытăннă. Аслă Çĕнтерÿ кунне те кунтах кĕтсе илнĕ. Ырă хыпара радиопа илтнĕ хыççăн пурне те ял площадĕнче пуçтарнă. Çакăнтан савăнăçлăрах самант çынсен пулман та-тĕр, вĕсем пĕр-пĕрне ыталса саламлама, юрлама-ташлама пуçланă. Тепĕр çул тăван ялĕнчи – Карайри – шкулта военрукра тимленĕ.

1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи техникумра юлашки курсран вĕренсе тухсан Григорий Сергеевича направленипе Вăрнара янă, ял хуçалăх пайĕнче аслă агромелиораторта ĕçлеме тытăннă. Пулас мăшăрĕпе, фронтра зенитчица пулса çапăçнă, техникумра пĕр вăхăтра вĕреннĕ Куславкка хĕрĕпе, Юлия Ивановна Ивановапа, шăпах кунта хутшăнусем çирĕпленнĕ вĕсен, кĕçех туй кĕрлеттернĕ.

Тăван çутçанталăка, тăван çĕре юратакан çамрăк виçĕ çултан Йошкар-Олари вăрман институтне кайса кĕнĕ. Дипломлă специалиста тÿрех Калинино лесничествин техник-лесоводне ĕçе илнĕ, пĕр вăхăтрах вăл вăрман хуçалăхĕн инженерĕ те пулнă. Вун пилĕк çулта тавралăха симĕслентерес, вăрман пуянлăхне упрас тесе мĕн чухлĕ ĕç туман пулĕ; Посадкăсем, вăрманта садсем çитĕнтернĕ. Ахальтен мар ăна 1979 çулта «Тава тивĕçлĕ вăрманçă» хисеплĕ ят парса чысланă. Икĕ хутчен вăл – социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи.

Вăрман ĕçĕн ветеранне паян хăй лартнă садсене хыççăнхи ăрусем сыхласа хăварманни, вăрмансене тасатасси-çитĕнтерессипе сахалтарах ĕçлени питех пăшăрхантарать.

Килĕнчи сад пахчипе вара Григорий Сергеевич тивĕçлипе мухтанма пултарать. Улмуççисем, груша, слива йывăççисем çулсерен йăтайми çимĕç параççĕ. Вăрнарта вăл пĕрремĕш черешня çитĕнтерме тытăннă. «Ревна» сорт пысăк тухăç парать, сивве чăтăмлă, çавăнпа ăна пирĕн условисенче ÿстерме çав тери меллĕ, тет фронтовик.

Сывлăхшăн сиплĕ-усăллă ÿсен-тăран ун пахчинче чылай. Хăвăш, сырлан, хурлăхан, виноградăн тĕрлĕ сорчĕсем çитĕнеççĕ. Кăнтăр çимĕçне – инжира та – вăл çăмăллăнах ÿстерет. Садри икĕ тĕмĕ, çавăн пекех пÿртре ÿсекен тепĕр йывăçĕ çимĕçпе савăнтарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Садпа ĕçлеме, пурăнма мана хурт-хăмăр продукчĕсем вăй параççĕ, тет Григорий Сергеевич. Мăшăрĕ пурăннă чухне вĕсем вĕлле хурчĕсене 20 çемье те тытнă. Халĕ ытларах чухне пĕчченех ĕçлеме тивет пулин те сакăр çемье таран ĕрчетет.

Юлия Ивановнапа вĕсем хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Шел хăйĕн пĕр тăванĕсенчен (улттăн çитĕннĕ) сыввисен ретĕнче никам та юлман. Вĕсен ачисем те çĕршыв тăрăх саланнă, Григорий Сергеевич патĕнче пулман та темелле. Çавăнпах ĕнтĕ ватă çын ывăл-хĕрĕпе, икĕ мăнукĕпе тата пилĕк пăхаттир-кĕçĕн мăнукĕсемпе чунтан савăнать.

Иртнĕ эрнере Сталинград паттăрĕ патĕнче ача-пăча пултарулăх çурчĕн çамрăк краевечĕсем пулчĕç. Хăйĕн пурнăç çулĕпе паллаштарнă май, Григорий Сергеевич ачасене тăнлă, вĕрентÿллĕ сăмахсем каларĕ: «Нихăçан та ан туртăр, вĕренĕр, спортпа туслă пулăр!» – терĕ. Юлашки çине уйрăмах тĕрев турĕ вăл, хăйĕн залри пĕр кĕтесре вырнаçнă спорт инвентарĕсем çине кăтартса. 90-ри ватă кашни кунах гантельсем çĕклет, иртнĕ хĕлле йĕлтĕр сырса пĕрре мар çывăхри вăрман тавра çаврăннă. Çавăн пекех вăл организма çирĕплетме çулла пахча-çимĕç, хĕлле кăшманпа купăста ытларах çиме сĕнчĕ.

Хĕрлĕ Çăлтăр тата II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсем, Георгий Жуков медалĕсем пирки шкул ачисем ыйтусем чылай пачĕç, ытти наградăсене те тыта-тыта пăхрĕç.

Калаçу вĕçĕнче фронтовик Сталинград çывăхĕнчи çапăçусене тепĕр хут ахальтен аса илмерĕ, 1985 çулта Герой-хулара (халĕ Волгоград) пулнине хумхануллă туйăмпа каласа пачĕ. Ачасене те вăл хăйсен ăрăвĕ пек патриотсем, хăюллă пулма ыйтрĕ.



23 января 2013
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter