Элĕк районĕ: пысăк хак пачĕç

Иртнĕ кунсенче республикăра «Хĕллехи фантази» фестиваль-конкурс иртрĕ. Вăл кăçал пиллĕкмĕш хут пулчĕ. Асăннă мероприятие республикăри тĕрлĕ коллективсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç, тĕн юррисене шăрантарчĕç. Тавăтри вăтам шкул учителĕсен «Вдохновение» коллективĕ хăйĕн пултарулăхне пĕрремĕш хут кăтартрĕ.

Жюри членĕсем умне виçĕ юрăпа тухрăмăр. «Рождественской ночи мелодии» юрра пысăк хак пачĕç. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреат дипломне тата парнене тивĕçрĕмĕр.



23 января 2013
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter