Каçал Ен районĕ: регистрацие тăракансем сахалрах пулнă

2012 çулта районта пурăнакан 1696 çынна çĕнĕ паспорт панă. Вăхăтлăх регистрацие тăракансем 356-ăн пулнă. Ют çĕр-шывран (Арменирен, Азербайджанран, Германирен, Латвирен тата ытти те) килнĕ 134 граждана миграци учетне тăратнă.

Иртнĕ çул пурăнма куçнă 1534 çынна регистрациленĕ. Урăх вырăна куçса кайнă 1555 çынна учетран кăларнă.

Эпир хамăр патăмăра килекен кашни гражданинăн ыйтăвнех вăхăтра тата туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Раççей гражданинĕ 20 е 45 çул тултарчĕ пулсан, унăн 30 кун хушшинче паспорт улăштарма документсем тăратмалла. Ахальлĕн административлă майпа явап тыттаратпăр.

Асăрхаттарсах тăратпăр пулсан та, паспорта вăхăтра улăштарма пырса паманнисем те пур-ха.



23 января 2013
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter