Каçал Ен районĕ: кашни тенкĕ шутра пултăр

Ĕнер район администрацийĕн актовăй залĕнче районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем канашларĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев ертсе пычĕ.

Вăл чи малтан çак отрасльти кăтартусем çинче кĕскен чарăнчĕ. «Паянхи куна 25 хуçалăхран 8-шĕн выльăх фермисене çитсе куртăмăр Хăш-пĕр çĕрте ĕлĕкхи-авалхи мелсемпе те усă кураççĕ-ха. Лайăххисенчен тĕслĕх илмелле. Электроэнерги перекетлесси çинчен те ан манăр. Кашни тенкĕ шутра пултăр»,— пуçларĕ канашлăва Михаил Романович. Ун хыççăн район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин сăмах илчĕ.

— 2012 çулхи хăш-пĕр кăтартусемпе мухтанмалăх та пур. Тĕслĕхрен, республикăра сĕт пахалăхĕпе малтисен ретĕнче: пирĕн умра — Шупашкарсемпе Елчĕксем кăна. Анчах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест, — терĕ Илдус Хадзятович.

Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Киям Гимальдинов доклад туса пачĕ. «Районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем тата пахча çимĕç ÿстерекенсем нумай ĕç тунă. Çитменлĕхсем те пур. Акă, 20 пин тонна выльăх кăшманĕ çитĕнтерме палăртнă пулсан, ăна 15 475 центнер кăна туса илнĕ. Куккурус 296 гектар çинче ÿстерсе силос хунă. Çак ĕçре «Рассвет», «Слава», «Асаново» тата «Восток» хуçалăхсем малта. «Родина» ОООпа «Труд» ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх валли 5 тĕслĕ курăкран хутăш хатĕрлесе сенажа хывнă. Çуллахи вăхăтра «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕнисем нумай çул ÿсекен курăксем акнă уйсенче çÿрерĕç. 2013 çулта çак тĕслĕхпе «Асаново» ЯХПКра та усă курĕç», — терĕ Киям Гилачевич.

Статистика палăртнă тăрăх, 2012 çулта районĕпе пурĕ 1123 тонна аш-какай туса илнĕ. Çак енĕпе «Рассвет» ЯХПК (120 процент), «Урожай» колхоз, «Пайгас» ЯХПК (116-шар процент), «Асаново», «Победа» ЯХПКсем (112-шер процент) малтисен шутĕнче.

Статистика отчечĕсем тăрăх, çулталăк пуçланнă тĕле рай- онĕпе 7169 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вĕсен шучĕ 13 хуçалăхра ÿснĕ — 248 пуç (104 процент).

Ял хуçалăх предприятийĕсенче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесен шучĕ 2362 пуç пулнă. 2012 çулта 26 пуç ĕне хутшăннă. Ку вăл республикăра тăваттăмĕш вырăн иккен.

Çулталăк пуçланнă тĕле районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 3213 пуç сысна усранă. Ку вăл 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 728 пуç сахалрах. Сăмах май, республикипе иртнĕ çул 5400 пуç ÿснĕ. 2013 çул пуçланнă тĕле «Урожайра» — 1351, «Востокра» — 758, «Рассветра» — 386, «Трудра» 316 пуç сысна ĕрчетнĕ.

Сыснасем талăкра ÿт хушнин районти вăтам кăтартăвĕ — 315 грамм. Ку вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 102 процент. «Рассвет» ЯХПКра ку кăтарту — 429 грамм, «Урожайра» — 385.

2012 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем 11158 тонна сĕт суса илнĕ, ку кăтарту 2011 çулхипе танлаштарсан 508 тонна ытларах (105 процент). Уйрăмах «Восток» ЯХПКра (1259 тонна), «Урожай» колхозра (996 тонна), «Асаново» (953 тонна), «Слава» (842 тонна), «Рассвет» (667 тонна) ЯХПКсенче, «Искра» колхозра (774 тонна) дояркăсем пысăк çитĕнÿ тунă.

Иртнĕ çул сĕт-çу фермисенчи пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм 4801 килограмм пулнă. «Рассвет» ЯХПКра çак кăтарту 6673 килогрампа танлашнă. «Асаново» ЯХПКра — 5957, «Искра» колхозра — 5908 килограмм. «Востокра» (5727 килограмм), «Сюрбеево» (5416 килограмм), «Родина» (5060 килограмм) ОООсенче ĕçлекенсене те лайăх енчен палăртмалла.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тĕп тĕллевĕ вăл — кашни ĕнерен çулталăкне пĕрер пăру илесси. Районĕпе 100 ĕне пуçне 87 пăру илнĕ. 2012 çулта 2508 пăру кун çути курнă. Ку вăл, 2011 çулхипе танлаштарсан, 203 пуç ытларах. Çак енĕпе «Урожай» колхозра, «Асаново», «Луч», «Победа, «Рассвет» ЯХПКсенче, «Золотой колос», «Родина», «Дубовка» ОООсенче пысăк çитĕнÿ тунă.

Канашлăва пуçтарăннисене пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри сĕт пахалăхĕ пулчĕ. Пирĕн районти фермăсенче сĕтри çу шайĕ — 3,5—3,7 процентпа, белокĕ 2,9 —3,2 процентпа танлашать. Çак кăтартусене ÿстерес тесен выльăх апачĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинче те чарăнчĕç канашлăва хутшăнакансем. Сĕт сумалли хатĕрсене çĕнетесси пирки те калаçрĕç пухăннисем. Паянхи кун 25 хуçалăхра ют çĕр-шывран илсе килнĕ сĕт сумалли çĕнĕ 11 аппаратпа усă кураççĕ.

Пухăннисем умĕнче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Р.Велимухаметов доклад турĕ. Алексей Ершов («Урожай») председатель, Анатолий Потемкин («Родина» ООО) ертÿçĕ пухăннисене тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пачĕç.



23 января 2013
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter