Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри пултаруллă çамрăксемпе тĕл пулнă

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри пултаруллă çамрăксемпе тĕл пулнă. Михаил Васильевич калаçу пуçарнă май хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме яваплăха туйса тĕллевсене пурнăçламашкăн ырă суннă, вĕсен сĕнĕвĕсене итленĕ, ыйтăвĕсене хуравланă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспирантки Олеся Афанасьева ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе республикăра агропарк йĕркелеме сĕннĕ. “Çамрăксен социаллă технологийĕсем” общество организацийĕн председателĕ Дмитрий Дмитриев диплом илнĕ специалистсем ют хулана ĕçлеме тухса кайни пирки сăмах пуçарнă. Михаил Игнатьев республика çамрăк кадрсене тăван тăрăхра хăварма тăрăшнине палăртнă. “Çамрăк çемье”, “Земство тухтăрĕ” программăсем те çак лару-тăрăва лайăхлатма пулăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студентсен, аспирантсемпе ординаторсен профсоюз организацийĕн членĕ Елена Солăнова ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕсем тумашкăн техника бази çителĕксĕррине асăннă. Сăнав тумашкăн чĕр чунсемпе усă курни çинчен каланă. Çак витĕмпе вĕсен йышĕ çуллен чакнине палăртнă, тĕп хулара чĕр чунсене халалласа палăк лартма сĕннĕ. ЧР Пуçлăхĕ шухăша ырланă, ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явма сĕннĕ. “Раççейри студентсен отрячĕсем” общество организацийĕн членĕ Антон Струков Чăваш Енре волонтерсен базине уçма сĕннĕ. Тĕл пулăва вĕçленĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев стипендиатсене свидетельство панă. Çак чыса çӳлерех асăннă çамрăксем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 1-мĕш курс студенчĕ Артем Гаврилов, Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Иван Пакин, “Урожай” общество организацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Екатерина Петрова, Г.А.Ильенко ячĕллĕ “Элара” ăслăлăх-производство комплексĕн программист инженерĕ Михаил Сергеев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 3-мĕш курс студентки Ольга Смирнова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 5-мĕш курс студентки Анастасия Сайкова тивĕçнĕ. (Любовь Петрова).

Тĕплĕнрех



24 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter