Фестивале хутшăнма васкăр

2013-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 21−22-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн  чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок» пĕрремĕш фестивальне ирттерет.

    Фестиваль пĕтĕмĕшле тĕп (вăтам) тата професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсен тăван чĕлхепе литература учителĕсен квалификацине ÿстермелли традицие кĕмен мелĕ пулса тăрать.

Фестиваль тĕллевсем: педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси; ик чĕлхелĕх е тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăну концепцине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене суйласа илесси. Тĕплĕнрех фестиваль положенийĕпе chrio.cap.ru адреспа кĕрсе паллашма пулать.

 Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви



24 января 2013
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter