Шăмăршă районĕ: Татьяна Константиновна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ

ЯНВАРĔН 25-мĕшĕнче эпир Раççей студенчĕн кунне тата Татьяна кунне паллă тăватпăр. Ăслăлăх гранитне кăшлакансемшĕн те, Татьяна ятлисемшĕн те çак кун савăнăçлă та хаваслă уяв. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕн Татьяна Удочкинăшăн та çаплах. Çук, кăçал татах та пĕлтерĕшлĕрех. Мĕншĕн тесен Татьяна Константиновна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Т.Удочкина шкулти çамрăк специалистсен канашĕн членĕ. Ăна кунта массăллă культура мероприятийĕсене пурнăçласа пыма шаннă. Вăл тăрăшнăран çамрăксен канашĕ районти "Кулăш кубокĕ", "Çĕнĕлле пăхни" конкурссенче çĕнтерÿçĕсем пулнă. Хăй те тĕрлĕ ăмăрту-мероприятие хастар хутшăнать. 2011 çулта районти "Чи лайăх специалист", "Татьяна мисс" ятсене тивĕçнĕ. "Эпĕ спорта суйлатăп" видеороликсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Татьяна Константиновна шкул тулашĕнчи обществăлла ĕçсенчен те пăрăнса юлмасть. Кашни ĕçех вăл чунтан, тирпейлĕ те вăхăтлă пурнăçлать. Ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Ачасене вĕрентнĕ чухне те унăн тăрăшулăхĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Уроксем интереслĕ те тухăçлă ирччĕр тесе пĕтĕм чунне парса тăрăшать. Вăл вĕрентекен 4"а" класс та тĕрлĕ конкурссенче малтисенчен пĕри пулса тăрать. Паллах, çакăнта Татьяна Константиновнăн тÿпи пысăк. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ăна пĕрре мар район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики пайĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Татьяна кунĕ çывхарса килнĕ май, вĕрентекенрен уява мĕнлерех уявлани пирки те ыйтса пĕлес килчĕ. Студент пулнă чухне уйрăмах кĕтнĕ вăл çак куна. Ара, каникул пуçланнă-çке. Уншăн Татьяна кунĕ – чи юратнă уявсенчен пĕри. Ăна вăл яланах хаваслă та савăнăçлă паллă тăвать. Ĕçтешĕсенчен, тус-юлташĕнчен, вĕренекенĕсенчен кунĕпех салам сăмахĕсем йышăнать. Эпир те Татьяна Константиновнăна стипендиата тухнă ятпа тата Татьяна кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çавăн пекех районти мĕн пур студентсемпе Татьянăсем патне те хĕрÿллĕ салам яратпăр.



24 января 2013
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter