Тăвай районĕ: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ

Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Роза Викторовна 5 – мĕш класра вĕренекенсемпе «Фонетикăна аса илер – ха» ăмăрту – урок ирттерчĕ. Валентина Николаевна районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсемпе  «Мастер – класс» йĕркелерĕ. Якуркина Р.В. тата Гаврилова В.Н. ирттернĕ уçă урокпа «Мастер класс» пуриншĕн те паха та усăллă пулчĕç. Ĕçтешсем вĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕç, малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕç. Ларура çавăн пекех чăваш чĕлхипе литературă методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Г.П.Васильева малалла çĕнĕ стандартпа ĕçлеме пуçласси çинчен каласа кăтартрĕ, ĕç программине çĕнĕлле йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ.   



25 января 2013
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter