Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Татьяна кунӗ – маларах вӗреннӗ, халь вӗренекен тата пулас студентсен, ҫулсене пӑхмасӑр хӑйсене чунӗпе ҫамрӑк туякан мӗн пур ҫыннӑн юратнӑ уявӗ! Хальхи пурнӑҫ пысӑк ӑсталӑхлӑ пулма хистет, ҫавна май, вӑхӑтпа тан утас тесен, тӑтӑшах вӗренес пулать. Мана пирӗн студентсен вӗренӳри, ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗнчи ҫитӗнӗвӗсем, ҫакна республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери тӗрлӗ конкурсра ҫӗнсе илнӗ наградӑсем ӗненмелле ҫирӗплетеҫҫӗ, чӑннипех савӑнтараҫҫӗ. Хисеплӗ студентсем, республикӑпа патшалӑхӑмӑрӑн малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси ытларах сиртен, Чӑваш Енӗн пысӑк пуласлӑхлӑ ӑрӑвӗнчен, сирӗн пултарулӑхри хастарлӑхӑртан тата эсир ҫирӗп тӗллевлӗ, пуҫаруллӑ пулнинчен килет. Сире ҫирӗп сывлӑхпа чун хавалӗ, ырӑ шанӑҫпа ҫирӗп тӗллевлӗх, амбициллӗ плансем тата вӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                             М.Игнатьев

 



25 января 2013
12:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter