Элĕк районĕ: администраци кунĕ иртнĕ

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче район территорийĕнче администраци кунĕ иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ - вырăнта сиксе тухакан ыйтусене тишкерес ĕçре район администрацийĕн ĕçĕ-хĕлне туллин уçса парасси, халăха патшалăх политики тата вырăнти хăйтытăмлăх ĕçĕсем çинчен пĕлтересси.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.М.Никитина ертсе пыракан ушкăн Йăлкăш ял тăрăхĕнче пулнă.

Тĕл пулура Лидия Михайловна район социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Республикипе ĕçлекен органĕн территори уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, районти организацисен экономикăри çаврăнăшĕ 2012 çулта 620,828 миллион тенкĕпе танлашать (ку вăл пĕчĕк предпринимательствăна шутламасăр). Ÿсĕм хăвăртлăхĕ – 2011 çулхинчен 106,5 процент. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ иртнĕ çул 437,314 миллион тенкĕпе танлашнă,  ÿсĕм – 101,4 процент.

Ялсен чиккисенчи пĕрле усă курмалли автоçулсене тата вĕсем çинчи искусственнăй сооруженисене 4455,675 пин тенкĕлĕх юсанă.

Лидия Никитина районта çĕр тÿпи шучĕпе 4360 çынна çĕр лаптăкĕ уйăрса панине пĕлтернĕ. 233 çын çĕр тÿпипе усă курма килĕшмен. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çĕр тÿпипе усă курман граждансемпе ăнлантару ĕçне туса пырассипе, ахаль выртакан çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне куçарассипе çине тăрса ĕçленине палăртнă.

Л. Никитина çавăн пекех район аталанăвĕн малашлăхĕ çинче чарăнса тăнă.

Вĕренÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Николаева районта 2012 çулта пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилессипе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа панă. Модернизаци комплексĕпе килĕшÿллĕн вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстерме пăхнă. Тĕл пулура ытти специалистсем те тухса калаçнă.



25 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter