Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан влаç органĕсен командисем хушшинче мини-футболла выляссипе юлташла тĕл пулусем иртнĕ

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Кӳкеç поселокĕнчи «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан влаç органĕсен командисем хушшинче мини-футболла выляссипе юлташла тĕл пулусем иртнĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен пĕрлештернĕ командин йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн подразделенийĕсен тата тĕрлĕ министерство ертӳçисемпе сотрудникĕсем вылянă, ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Саккунсем кăларакан влаç органĕсен команди Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн сотрудникĕсенчен тата депутатсенчен йĕркеленнĕ. Командăна Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ертсе пынă. Ăмăртусем пуçланиччен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне Анатолий Князева çуралнă кун ячĕпе саламланă. Анчах та ĕçтешĕсем ăна çĕнтерӳ туса парне кӳме пултарайман, республика Пуçлăхĕн комади вăйлăрах пулнă. Футбол матчĕ 5:4 шутпа – ĕç тăвакан влаç органĕсем çĕнтернипе вĕçленнĕ. Пĕр голне Михаил Игнатьев тапса кĕртнĕ. Парламентарисем волейбол тупăшăвне те 0:3 шутпа выляса янă. Çапах та ăмăртусенчен тĕп пĕлтерĕшĕ очкосен шутĕнче мар, унта хутшăннă çынсем вăй-хала тĕрĕслесе хавхалану илни. Республика Пуçлăхĕ çакнашкал ăмăртусене тăтăш ирттерме кирлине, сывă пурнăç йĕркипе спорта халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри влаç органĕсен представителĕсен тĕслĕх пулма кирлине палăртнă. Тĕплĕнрех



25 января 2013
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter