Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Эпир çамрăксене чăнласах та шанатпăр"

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей Студенчĕсен кунне уявларĕç. Паллă çак пулăма халалласа вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Паллах, Татьянăсем пирки те манмарĕç. Çветтуй Татиана студентсен хӳтĕлевçи шутланать-çке. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Студентсен пуçарăвĕсен фестивалĕ иртнĕ. Унта республикăри вĕренӳ заведенийĕсенче наука чулне «кăшлакан» 800 ытла хĕрпе каччă хутшăннă. Хастарсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Михаил Игнатьев фестивале пухăннисене саламланă май ку уява паян тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсем çеç мар, тахçан студент пулнисем те кăмăлланине палăртнă. - Çамрăксен яланах малта пулма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен çĕр-шыв пуласлăхĕ - сирĕн алăра. Мал ĕмĕтлисем кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултараççĕ. Эпир çамрăксене чăнласах та шанатпăр, çак сăмахсене эпĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнăччĕ. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - хĕрсемпе каччăсене тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн тивĕçлĕ условисем туса парасси, çапла майпа вĕсем каярахпа Раççее тата тăван Чăваш Ене вăйлăрах тума пултараççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. Унтан Михаил Игнатьев сцена çине тухнă 12 Татьянăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕн свидетельствине панă. Татьянăсене хăйсен уявĕнче чыслани, Чăваш Ен Пуçлăхĕ алă тытсах саламлани хĕрсемшĕн чăнласах та пысăк парне пулнă. ЧР вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов студентсене уявпа тата каникул пуçланнă ятпа саламланă. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендийĕн лауреачĕсене - общество хастарĕсене - свидетельство панă. (Ирина Клементьева) Тĕплĕнрех



26 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter