Чăваш Республикин чи аслă суд органĕсенчен пĕри, Аслă суд, 90 çулхи юбилейне паллă тунă

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин чи аслă суд органĕсенчен пĕри, Аслă суд, 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Паллă уявпа суд тытăмĕн сотрудникĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Ĕçтешĕсем патне хăнана Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн судйи Вячеслав Яковлев, РФ Аслă сучĕ çумĕнчи Суд департаменчĕн Генеральнăй директорĕн çумĕ Алексей Слотюк, Тутар Республикин Аслă сучĕн председателĕ Ильгиз Гилазов, Мари Республикин Аслă сучĕн председателĕ Александр Давыдов, Вун пиллĕкмĕш арбитраж апелляци сучĕн председателĕ Вячеслав Александров тата официаллă ытти çын килнĕ. Савăнăçлă уява уçса Чăваш Республикин Аслă сучĕн председателĕ Николай Порфирьев хăй ертсе пыракан ведомство умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланине палăртнă. Чăваш Республикин Аслă сучĕн отставкăри председателĕсем Иван Толстов тата Петр Юркин уйрăм тав сăмахне тивĕçнĕ. Республикăн суд тытăмне аталантарма вĕсем сахал мар вăй хунă. «Хăйĕн аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче Чăваш Ен Аслă сучĕ Раççей Федерацийĕн суд тытăмĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать», - тенĕ Николай Порфирьев. Салам сăмахĕнче Михаил Игнатьев паянхи истори пĕлтерĕшлĕ пулăм суд ĕç-хĕлне пĕтĕмлетмелли сăлтав пулнине палăртнă. «Суд тытăмĕ суд тĕрĕслĕхне пурнăçласа граждансемпе патшалăхăн прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме тивĕçлĕ. Халăх ырлăхĕ - чи аслă саккун», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл патшалăх наградисене панă: саккунлăха çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин Аслă сучĕн судйине Николай Яковлева Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă, саккунлăха çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата ЧР Аслă судне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа отставкăри судьясене Зинаида Порфирьевăпа Петр Юркина Тав тунă. Раççей Аслă сучĕн ячĕпе Вячеслав Яковлев сăмах илнĕ. Вăл та суд тытăмĕн чи лайăх ĕçченĕсене ведомство наградисене панă.(В.Казаков)



27 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter