Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Спорта юратакан çемьесенчен тĕслĕх илмелле"

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн спортпа туслă çемьесен хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе республика ăмăртăвĕ иртнĕ.  Ăмăртăва уçса республика Пуçлăхĕ салам сăмахĕнче спортпа туслă çемье вăйлă обществăн никĕсĕ пулнине палăртнă. «Спорта юратакан çемьесенчен тĕслĕх илмелле. Шансах тăратăп: çакнашкал çемьесен шучĕ çулленех ÿссе пырĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Йĕлтĕрпе çемйипех чупса Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусене иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Кăçал унта 50 ытла çемье хутшăннă. «Ашшĕ-амăшĕ тата 10 çула çитмен пĕр ача» ушкăнра пĕрремĕш вырăна Шупашкарти Лисинсен çемйи йышăннă, «Ашшĕ-амăшĕ тата 15 çула çитмен пĕр ача» ушкăнра - Красноармейски районĕнчи Кусковсен çемйи /вĕсем иртнĕ çулхи çакнашкал ăмăртура та мала тухнăччĕ/, икĕ ачаллă çемьесен хушшинче Йĕпреç районĕнчи Мустаковсен çемйи çĕнтернĕ. Кăмăл тăвакансем ушкăнăн-ушкăнăн та чупнă, Олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем Константин Львов тата Анастасия Гришина чи лайăххисем пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



28 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter