Шăмăршă районĕ: грипп çинчен мĕн пĕлмелле

ÇĔНĔ çул пуçланнăранпа районта 28 çын çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕпе (ОРВИ) чирленине регистрациленĕ, çак шутран 7-шĕ 1-6 çулти ачасем. Гриппа чирленĕ тĕслĕхсем хальлĕхе палăрман. Грипп – пур çĕрте те сарăлакан вирус инфекцийĕ. Çак чир ерсен çыннăн тÿрех ÿт температури ÿссе каять, çан-çурăм, пуç ыратать, шăнтать, вăй-хал чакать, ÿслĕк пуçланать. Чир çăмăлтарах та иртсе кайма пултарать, анчах та вăл йывăр формăпа аталанса пырас хăрушлăх та пур. Çакна пула вилекенсем те пулкалаççĕ. Грипп пуçаруçисем – А тата В типлă вируссем. Вĕсем пысăк хăвăртлăхпа сарăлаççĕ. Çынна ернĕ грипп вирусĕ шутлă сехетсенчех сывлав çулĕсен лăймакаллă сийне сиенлесе хăварать, çапла майпа ытти бактерисене çул уçса парать. Вируссем туллин улшăнса пыраççĕ. Чире хирĕç хÿтĕленмелли меслетсенчен пĕри – вакцинаци. Районта пурĕ 3405 çынна грипран прививка тунă. Ку вăл район çыннисен 22 проценчĕ пулать. Чирлĕ çынсен сыввисемпе сахалрах хутшăнмалла. Çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче, обществăлла транспорт çинче сахалтарах пулма тăрăшмалла. Медицина маскипе (марля çыххи) çÿрени те грипран хÿтĕленме пулăшать. Алăсене час-часах супăньпе çуса тăмалла. Пÿлĕмсене куллен нÿрлĕ пусма татăкĕпе сăтăрмалла, форточкăна уçса уçăлтармалла. Çыннăн кирлĕ чухлĕ çывăрмалла, пуян калориллĕ апат çимелле, физзарядка тумалла. Организмăн иммунитетне ÿстерме, врач канаш панипе, респираторлă вирусран, грипран тĕрлĕ препаратсемпе те усă курма пулать. Гриппа чирлесенех врачран пулăшу ыйтмалла. Çыннăн хăй тĕллĕн сипленме юрамасть. Сирĕн сывлăхăра тĕрĕслесе, ÿсĕме шута илсе врач тивĕçлĕ диагноз лартать, сиплев курсне палăртать. Çак тапхăрта час-часах вĕри чей, морс, щелочлă минерал шывĕ ĕçмелле. Енчен те çемьере çын гриппа чирлесе ÿксен, унăн уйрăм пÿлĕмре пурăнмалла. Пÿлĕме час-часах форточка уçса уçăлтармалла, урайне дезинфекци хатĕрĕсем хушнă шывпа çумалла. Врач сĕнĕвне çирĕп пурнăçласан чир çăмăлтарах, хăй хыççăн ытти чирсене пуçармасăр иртсе кайма пултарать.

Антонина САВЕЛЬЕВА



28 января 2013
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter