Çĕмĕрле районĕнче чукун çул çинче авари пулнă

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче 15 сехет те 50 минутра Çĕмĕрле районĕнче чукун çул çинче авари пулнă: Пĕнер станцийĕ çывăхĕнче тавар пуйăсĕ юр тасатакан машинăпа çапăннăран унăн 13 вакунĕ рельссем çинчен тухса кайнă - пĕлтерет Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пресс-служби. Вĕсенчен виççĕшĕнче кăмрăк пулнă, пĕр цистерна-вакунра - мазут. Телее, вут хыпса илмен, суранланнисемпе вилнисем çук. Чукун çулăн 80 метрлă лаптăкĕ сиенленнĕ, çавна май пуйăссене Канаш - Красный узел - Арзамас маршрутпа яма тивнĕ. Унсăр пуçне электропередача линийĕн пĕр тĕревĕ сиенленнĕ. Цистернăри мазут юхса тухнă, 50 тăваткал метр лаптăка вараланă. Инкек вырăнне аварипе çăлав 4 пуйăсне янă, унта "Раççей чукун çулĕсен" 150 ĕçченĕ вăй хунă, урапаллă 40 техникăпа усă курнă. Вĕсем чукун çул лаптăкне юсанă, территорие контейнерсенчен тухса ÿкнĕ кăмрăкран тасатнă. Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирхи 3 сехетре пуйăссене пĕр линипе çÿреме ирĕк панă, 10 сехет тĕлнелле вара - иккĕшĕнпе те. Юхса тухнă мазута пуçтармашкăн Чăваш Ене Чĕмпĕр хулинчен çăлавçăсен ятарлă команди килсе çитнĕ. Вырсарни кун вĕсем нефть хутăшĕпе вараланнă 85 тонна тăпрана утилизацилемешкĕн Чĕмпĕре ăсатнă. Ĕнер çăлавçăсен отрячĕсем тепĕр 45 тонна вараланнă тăпра пуçтарнă. Çĕмĕрле районĕнчи чукун çул çинчи лару-тăрăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслесе тăрать.(И.Белова)



28 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter