Елчĕк районĕ: «Çǎлкуç» ача садĕнче кĕнеке эрни уçǎлчĕ

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Ҫăлкуҫ» ача садĕнче кĕнеке эрни уҫăлчĕ. «Кĕнеке- лайăх юлташ» утренник иртрĕ. Хăнана, ачасем патне, Буратинăпа Пĕлменскер пуканесем ҫитрĕҫ. Буратино ачасене тупмалли юмахсем пачĕ. Хăнана, ачасем, кĕнеке ҫинчен ваттисен сăмахĕсем, сăвăсем каласа пачĕҫ. Буратино кĕнеке мĕнрен пулнине, ăна кăларма нумай ҫын кирлине  каласа пачĕ. Ачасем тимлĕн итлерĕҫ. Пĕлменскере телеграммăсене салатса пама  хаваспах килĕшрĕҫ. Буратино пĕтĕм ачасене библиотекăна хăнана чĕнсе хăварчĕ.



28 января 2013
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter