Каçал Ен районĕ: кĕнекесемпе паллашса кăмăл-туйăма пĕлтермелле

Кашни çулах пирĕн республикăра Наци библиотеки çулталăк кĕнекисене палăртма конкурс ирттерет.

Акă, кăçалхи кăрлачăн 17-мĕшĕнчен 2011 çулта тухнă кĕнекесен конкурсĕ пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ — çынсене кĕнекепе туслаштарассине ÿстересси, вулани культурăлăхăн чи кирлĕ пайĕ пулса тăнине палăртасси тата ытти те.

Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палăртма çынсен сĕнĕвне шута илеççĕ. Çапла вара «Чăваш кĕнеки» — проза жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнеке, «Асамлă йĕрке» — поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх вуланакан кĕнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пăча кĕнеки. Кĕнеке вулакансем «Чи лайăх вулакан» номинацире хаклавĕсемпе палăрĕç. «Литературный эксперт» номинацире вара кĕнеке вуласа тухнă хыççăн чи лайăх рецензи çыракансене ятран палăртĕç.

Районти библиотекăсенче ĕçлекенсем конкурсра çĕнтернĕ кĕнекесемпе выставкăсем йĕркелĕç, вулав конференцийĕсем, диспутсем ирттерĕç. Çавăн пекех çыракансемпе те тĕл пулĕç.

«Литературăллă «Чăваш Ен» конкурса хутшăнакан кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешĕн Г.Максимовăн «Танец в ночи», Ю.Мишшин «Ĕмĕрлĕх юрату», «Ултавпа чăнлăх», М.Мерченĕн «Сарă роза» тата ытти кĕнекесем те пур.

Хисеплĕ вулакансем! Эсир конкурса хутшăннă чи лайăх кĕнекесене палăртасса шанатпăр. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра районти тата ялсенчи библиотекăсем урлă пĕлтерме пултаратăр. 2011 çулта тухнă кĕнекесем районти библиотекăсенче пур.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вулакан миçе кĕнеке вуласа тухни çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.



28 января 2013
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter