Каçал Ен районĕ: Мария Ухсай çуралнǎранпа 105 çул çитнě май

Чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ Мария Ухсай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрě. Çавна май Аслǎ Çěрпÿел ял библиотекинче чǎвашсен пултаруллǎ хěрне аса илсе тематикǎллǎ каç ирттертěмěр. Малтанах çыравçǎн пурнǎçне тишкерсе тухрǎмǎр. Унǎн кун-çулěпе тěплěн паллашрǎмǎр.

    Литература ĕçне тишкернě май, унăн чи малтанхи произведенине «Хĕрлĕ тутăр» ятлă сăввине пǎхса тухрǎмǎр. Ăна çамрăк çыравçă хĕрарăмсен кунне халалласа çырнă. Сăвăра чăваш хĕрĕсене вĕренсе çутта тухма, çĕнĕ пурнăç тума чĕннине асǎнса хǎвартǎмǎр.

   Мария Ухсай – ачасен чи юратнă çыравçи. Вĕрентекен пулнă май ачасен пурнăçне сăнласа калавсем, пьесăсем сахал мар шăрçаланă. Уйрăммǎн «Çу, çумăр», «Атăл хĕрринче», «Виçĕ сукмак», «Шăпчăк юрри», «Милиционер» пьесисене палăртса хǎвртǎмǎр.

   Тематикǎлла каçа пуçтарǎннисем «Кăра çилсем» повесть ачасене пĕлӳ паракан, интереслĕ, талантлă произведени тесе хак пачěç.. Вăл çыравçă творчествинче кăна мар, вăрçă хыççăнхи чăваш прозинче те паллă вырăнта пулнине палǎртса хǎварчěç.

   Çапла, Мария Ухсай пирки тем чул каласан та каласа пěтерме çук. Ахальтен мар ěнтě ǎна 1968 çулта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне панă.

Шел, Мария Дмитриевна пирĕнтен 1969 çулта вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Апла пулин те пултаруллă çыравçăн асамлă произведенийĕсем халăхăмăра халĕ те хавхалантарса тăраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ тăван литературăн ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă, унăн пьесисем тăрăх лартнă спектакльсене чăваш халăхĕ халĕ те юратса пăхать.

   Мария Дмитриевнǎна халалланǎ чаплǎ уяв çÿллě шайра иртрě. Пухǎннисем кирлě те пěлтерěшлě нумай информаци илни пирки каларěç.



28 января 2013
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter