Элĕк районĕ: чирлесси чакрĕ

Туберкулеза хирĕç çине тăрсах кĕрешетпĕр пулин те унпа чирлисем тупăнсах пыраççĕ-ха. Иртнĕ çул, сăмахран, çĕнĕрен 12 çынна тупса палăртрăмăр, çав шутра 1 ачана та. Апла пулин те, 2011 çулхипе танлаштарсан, кăтарту лайăхланчĕ. 100 пин çын пуçне илсен, чирлесси 104,2-рен 60,1-не çити чакрĕ. Чир сарăласси чакни те ырă пулăм.

Йывăр чире пула вилнисем те сахалланчĕç. 2011 çулта пурнăçран виççĕн уйрăлнă пулсан, 2012 çулта – иккĕн.

Сывлăха флюорографи меслечĕпе тĕрĕслеттерекенсем çав-çавах сахалтарах-ха. Виçĕмçул тĕрĕслев витĕр 9967 çын тухнă пулсан, пĕлтĕр 9062 çын.

А.Николаева, район больницин фтизиатрĕ



28 января 2013
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter