Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службин ертӳ çинчен Юрий Герцирен çыру

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службин ертӳçинчен Юрий Герцирен çыру килнĕ. Унта 2012 çулхи лайăх ĕç кăтартăвĕсене палăртнă. Ку - Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службипе Чăваш Енĕн влаç органĕсем пĕрле курăмлă ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ. Уйрăммăн илсен çырура çапла каланă: «Иртнĕ çулта республикăра корпоратив культурин тата ĕçлев дисциплинин шайĕ ÿснипе, ĕçпе тивĕçтерекен специалистсен професси ăсталăхĕ пысăклансах пынипе Чăваш Республикинче пурăнакансене паянхи кун ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕ панă». Республикăра ку чухнехи служба вăй хурать, çынсене вăл адреслă пулăшу кÿме пултарать, ĕçсĕр граждансене социаллă пулăшăвăн мĕн пур тÿлевне параççĕ. Юрий Герций Федерацин ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службипе Чăваш Енĕн влаç органĕсем республикăра пурăнакансен социаллă тата ĕçлев прависене тивĕçтерес енĕпе тăрăшнине палăртнă.(А.Львова)



28 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter