Тăвай районĕ: мероприятисенчен пуян пулĕ

Ĕнер район администрацийĕнче эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ. Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсем палăртнă.
Çапла январĕн 23-мĕшĕ – февралĕн 23-мĕшĕсенче районта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ иртет. Уйăхлăхра вĕренÿ тата культурăпа кану учрежденийĕсенче спорт секцийĕсен воспитанникĕсем, спорта кăмăллакансем хутшăннипе патриотлăхпа спорт енĕпе мероприятисем пулаççĕ.
Январĕн 29-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче Николай Афанасьевич Афанасьев паттăрлăх кăтартнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа чи лайăх творчество коллективĕсемпе уйрăм юрăçсен, ăстасен “Эпир асра тытатпăр! Эпир мухтанатпăр!” гала-концерчĕ халăха пухĕ.
Н.А.Афанасьев Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсенчен пĕри, аслă сержант, 178-мĕш стрелковăй дивизинчи уйрăм батальонăн взвод командирĕн помощникĕ. 1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Ржевск районĕнчи Кондраково ялĕ çывăхĕнче тăшман дзочĕн амбразурине хăйĕн ÿчĕпе хупăрласа паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Январĕн 28–31-мĕшĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Элпуç, Çĕнĕ Пуянкасси тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттерет.
Февралĕн 2-мĕшĕнче “Аль” ДЮСШ–ФСК” автономлă учрежденире В.Г.Васильева асăнса волейбол турнирĕ иртет.
Февралĕн 4-мĕшĕнче Республика кунне Тăвай районĕнче йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен комисси ларăвĕ пулать.
Планеркăра районти тĕрлĕ службăсен тата район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе администраци пуçлăхĕн çумĕсем харпăр хăй енĕн ĕçĕсемпе паллаштарнă. Иртнĕ эрнере спорт комплексне 671 çын пынă, 8 организаци бассейна, тренажер тата вăйă залĕсене çÿреме килĕшÿсем тунă.
Планеркăра хускатнă тата сÿтсе явнă ыйтусемпе администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке районта Республика кунне хатĕрленсе кĕтсе илессипе, Тăвайри харпăр хăй секторĕнчи çуртсен фасачĕсене илемлетсе йĕркелессипе, тирпей-илем кÿрессипе, оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне усăллă ирттерессипе, автомобиль çулĕсене пăхса тăракан подрядчиксен ĕçне пахалăхлă пурнăçлассипе, физически лицосенчен пурлăхпа çĕр налогĕ пухса çитерессипе, граждансен çырăвĕсемпе заявленийĕсем çине вăхăтра тивĕçлĕ хуравлассипе сĕнÿсемпе хушусем панă.


29 января 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter