Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ВНИИР» АУОра пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ВНИИР» АУОра пулнă, 1 млрд ытла тенкĕлĕх тавар туса кăларакан тата ăна ăнăçлă вырнаçтаракан предприятисен ертӳлĕхĕпе «çавра сĕтел» ирттернĕ. «Пĕтĕм Раççейри релестроенин сăнавсем ирттерекен наука-тĕпчев, проект-конструктор тата технологи институчĕ» АУОсăр пуçне «Элара», «Экра», ытти предприяти те электротехника туса кăларать. Вĕсем инвестици хывса çулсерен аталанаççĕ, пысăк тупăш илсе республика бюджетне пуянлатма пулăшаççĕ. Михаил Васильевич «ВНИИР» общество хăвăрт аталаннине, ăна 10 е 20 çул каяллахипе танлаштарма май çуккине палăртнă. Модернизацие кăçал та анлă çул памалла. Ĕç укçи пур сферăра та экономикăн вăтам шайĕнчи кăтартăва çитмелле. «Малтанлăха пĕтĕмлетнĕ тăрăх - республикăри вăтам шалу пĕлтĕр 17 пин те 300 тенкĕпе танлашнă, - пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. - Кăçал вăл 19200 тенке çитмелле. Чи малтан макроэкономикăна вăйлатмалла. Ун хыççăн вăтам тата вак бизнес та çĕкленĕ». Пирĕн нефть, çут çанталăк газĕ çук, анчах эпир тăрăшуллă ĕç вăйĕпе пуян. Тавара паха хатĕрленĕрен предприятисене саккассем килсех тăраççĕ. Çавăнпа усă курмалла та. «ВНИИР» АУО «АБС Электро» холдинг тытăмне кĕрет. Çĕнĕ çул умĕн «АБСолютная энергия» хаçатра унăн президенчĕ Ненад Попович: «Пирĕн компани утăм та пулин вăхăтран маларах пыма тăрăшать, энергие перекетлеме, промышленноçа хăрушсăрлăх нормисемпе тивĕçтерме инновациллĕ çивĕч йышăнусем сĕнет», - тенĕ. Рынок саманинче, конкуренци кунран-кун çивĕчленнĕ вăхăтра - урăхла ĕçлеме май çук. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илӳ министрĕ Алексей Табаков республикăн 2012 çулхи экономика кăтартăвне Раççей шайĕнче лайăх хак панине палăртнă. Эпир малти 10 вырăнтан пĕрне йышăнатпăр. Мускав хулипе облаçĕн, Тутарстанăн, Калуга облаçĕн тата хăш-пĕр регионăн инвестици хывас калăпăшĕ те самаях пысăк. Вĕсене пĕрремĕш ушкăна кĕртнĕ. Чăваш Ен - иккĕмĕшĕнче. «Ку кăтартăва аван тесе шухăшлатăп», - палăртнă Алексей Петрович. «ВНИИР» обществăн генеральнăй директорĕ Владимир Дубинин коллективăн малашлăхĕ пирки каласа кăтартнă. Предприяти республикăра чи малта пыракан наука-производство предприятийĕ пулса тăнă. Электроэнергетика отраслĕ валли тĕрлĕ тĕпчеврен тытăнса хатĕр продукци туса кăларичченхи тапхăрта нумай ĕç пурнăçлать, тĕнче шайне çитерес тĕллевпе технологие çĕнетсех пырать. АУО энергие перекетлес, тухăçлăхне ӳстерес тĕлĕшпе патшалăх программисене хутшăнать. Продукцийĕ тĕнче стандартне тивĕçтерет. Реле оборудованийĕ туса кăларас тата тупăшлă вырнаçтарас енĕпе пуян опыт пухнă. Коллективăн 80% - аслă пĕлӳллĕ, вăтам ӳсĕм 40 çул. Çамрăксем хăйсен пултарулăхне çĕнĕ проектсенче тĕрĕслеççĕ. Михаил Игнатьев сĕннипе «Элара» АУО гендиректорĕ Андрей Углов, «Экра» ООО гендиректорĕ Владимир Фурашов, «Химпром» АУО управляющи директорĕ - «Ренова-Оргсинтез» АХО гендиректорĕн çумĕ Елена Колесникова, ыттисем малашлăх плансемпе паллаштарнă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина управлени çумĕнче общество канашне çĕнĕрен йĕркелесси çинче чарăнса тăнă. Ĕçлĕ тĕл пулура общество канашĕ йĕркеленнĕ. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн производствăра уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. ( Валентин Григорьев)

Тĕплĕнрех



29 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter