Кулленхи ыйтусемпе

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева Раççей пенси тытăмĕн 2030 çулчченхи аталану стратегийĕпе паллаштарнă. Унпа килĕшÿллĕн ĕçленĕшĕн ватлăхра паракан пенсин вăтам виçине пенсионера кирлĕ чи пĕчĕк 2,5-3 виçе таран пысăклатма, нормăпа пăхнă страховани стажĕ тата вăтам ĕç укçи пулнă чухне ĕçленĕшĕн тÿлекен пенси виçи çухатнă шалăвăн 40% саплаштармалли шая, Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕ сĕннĕскере, тивĕçтерме палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ Финанс тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисене Информполитика министерствипе пĕрле массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тата Пĕрлехи информаци кунĕнче халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн ирттерме хушнă.

2013 çулхи тариф йĕркелĕвĕн кăтартăвĕсемпе çыхăннă иккĕмĕш ыйтупа ЧР Конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова сăмах илнĕ. Çулталăкăн 1-мĕш çурринче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем улшăнмаççĕ, 2012 çулхи раштаври шайра юлаççĕ. Кăçал тарифсем пĕр хут - утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - улшăнаççĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан 2013 çулта тарифсем халăх валли вăтамран çакăн чухлĕ ÿсеççĕ: сивĕ шывпа тивĕçтересси тата канализаци - 7,6, хутса ăшăтасси - 8,5, электроэнерги - 10,1, çут çанталăк газĕ - 15%.

Тарифсем пысăкланассине кура Михаил Игнатьев хуласен пуçлăхĕсене сахал тупăшлă çемьесене субсиди тÿлессине тĕрĕслесе тăма, çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе официаллă сайтсем урлă халăха утă уйăхĕнче хаксем ÿсесси пирки пĕлтерме хушнă.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров Çĕмĕрле районĕнче чукун çул çинче пулнă авари сиенне пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕç çинчен каласа панă. Михаил Игнатьев ГКЧСа тата Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăма хушнă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter