Елчĕк районĕ: Сталинград вǎрçинче пирĕн салтаксем çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕн 7-мĕш класĕнче класс ертÿçи Федорова Е.С. Сталинград вǎрçинче совет салтакĕсем çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа класс сехечĕ ирттерчĕ. Вǎл ачасене тĕплĕн çĕнтерÿ йывǎрпа килнине каласа пачĕ, çак çĕнтерÿ Тǎван çĕр-шывǎн аслǎ вǎрçинче татса паракан çĕнтерÿ пулнине, 1418 куна пынǎ хаяр вǎрçǎра совет халǎхĕпе пĕрле чǎвашсем те паттǎррǎн çапǎçнине палǎртрĕ. Тĕслĕхрен, 1942 çулхи чÿк уйǎхĕн 22-мĕшĕнче Сталинград çапǎçǎвĕнче чǎвашсен паллǎ поэчĕ Владимир Бараев паттǎррǎн çапǎçса пуçне хунǎ. Сталинград çĕрĕнче тата ытти çĕрте нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапǎçнǎ салтаксен, ахаль çынсен иксĕлми паттǎрлǎхĕ пире паянхи кун та тĕлĕнтерет. Пирĕн ырǎ пуласлǎхшǎн çапǎçса пуçĕсене хунǎ вĕсем.



30 января 2013
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter