Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Енре

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ. Шупашкар аэропортĕнче ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Раççей Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, официаллă ытти çынсем кĕтсе илнĕ.  Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич Чăваш Ене пĕр кунлăха килнĕ ĕçлĕ çул-çӳревĕнче республика Пуçлăхĕпе пĕрле Çĕрпӳ районĕнчи Тувси ялĕнче черезвычайлă лару-тăрăва лекнĕ çынсемпе курнăçса калаçнă. Çак кунах официаллă хăнасемпе РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Ĕç тӳлевĕн тытăмне çĕнетсе улăштарасси» 597-мĕш Указĕпе килĕшӳллĕн социаллă сферăра ĕçлекенсен шалăвне ӳстермелли индикаторсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене тимленĕ, Чăваш Республикинчи пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарассин çул-йĕрне пăхса тухнă. Тĕл пулура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ. Чăваш Енри ĕçлĕ визитпа Полпред Михаил Бабич   Шупашкарти электромеханика колледжне çитсе килнĕ, професси енĕпе вăтам пĕлӳ паракан патшалăхĕн республикăри вĕренӳ учрежденийĕн ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Тĕплĕнрех



30 января 2013
19:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter